03 апреля 2015 г.
Раççейре "Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă япаласем çинчен" саккун пурнăçланать, çавăн пекех наркотикла хатĕрсене РФ Уголовлă Кодексăн 228-233-мĕш статйисем те пырса тивеççĕ. Асăннă саккунсемпе килĕшỹллĕн наркотик япалисене усă курни, çаврăнăша кĕртес шутпа усрани, илсе çỹрени, туса хатĕрлени уголовлă преступлени шутланать. Çак ыйтусем тавра çак кунсенче районти шкулсенче "Полици тата ачасем" тата "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцисемпе килĕшỹллĕн район прокурорĕ Валерий Шоркин, районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсем, профилактика субъекчĕсем вĕренекенсемпе калаçусем йĕркелерĕç. Ачасем анкета ыйтăвĕсене те хуравларĕç. Хуравсене тишкерсе тухнă хыççăн ачасем наркотик япăх япала пулнине пĕлни курăнчĕ. Анчах пурнăç тĕрĕслĕхĕ урăхла _ наркомани çамрăксем хушшинче анлă сарăлса пырать. Енчен те çак япала япăххине пĕлетпĕр пулсан ăна хамăр пурнăçа мĕншĕн кĕртетпĕр? Нивушлĕ пире япăх япала килĕшет? Ача чухне эпир лайăххипе япăххине уйăрма кăлăхах вĕренетпĕр-и? Тĕлпулусен тĕп задачи ачасене тĕрĕс информаци парасси пулчĕ. Мĕнле калаççĕ-ха: "Пĕлнĕ _ хỹтĕ-леннĕ". Ачасем наркотиксăр пурнăçа суйлаччăр тесен пирĕн вĕсене асăрхаттармалла. Хаклă ашшĕ-амăшĕ! Ача наркотикпа усă курнине епле пĕлмелле? Пĕрремĕшĕ _ çамрăк куллен усă курма укçа-тенкĕ ытларах ыйтма пуçлать. Унтан килтен япаласем çухалма тытăнаççĕ, ачасем час-часах суяççĕ, хăйсене ăнланмалла мар тыткалаççĕ, иккĕленỹ-ллĕ юлташсемпе туслашса каяççĕ. Астăвăр, сирĕн ачасен пурнăçĕ сирĕн алăра!
Н.КРАСНОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор.
Источник: "Пирěн пурнăç"