АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвă-юрă пурăнма хавхалантарать

03 апреля 2015 г.

Этем кун-çулĕ тĕрлĕ-рен иртет. Пĕри пурнăçа тĕлли-паллисĕр ирттерет, тепри ачасемшĕн тăрăшать, килти хушма хуçалăха аталантарать. Мучикассинче пурăнакан Зинаида Михайловна Чернова шăпах пурнăçшăн тăрăшакан хĕрарăм. Вăл Тралькасси ялĕнче вăрçă пуçланнă хыççăн уйăх иртсен çуралнă. З.Чернова йышлă çемьере кун çути курнă. Амăшĕ 8 ача çуратнă, анчах та тăваттăшĕ пĕчĕклех чирлесе вилнĕ. Ашшĕ вăрçа тухса кайсан тепĕр эрнерен Гена ятли те чирлесе вилет. Вĕсен ашшĕ Михаил Леонтьевич Железнов учитель пулнă. Малтанах Етĕрне районĕ- нчи Сĕнтĕрте ачасене вĕрентнĕ, унтан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хăмаркка шкулĕнче директорта тăрăшнă. Ăна Хăмаркка шкулĕнче ĕçленĕ чухне вăрçа кайма повестка тыттараççĕ. Вăрçăра вăл пулеметчик пулнă, тăван килне çĕнтерỹпе таврăнайман. Амăшĕ Агапия Ивановна (Майорова) ялти колхозра ĕçленĕ. Йăхра учительсем татах та пулнă: куккăшĕсем Илья Ивановичпа Прохор Иванович Майоровсем шкулта ĕçленĕ. Илья Иванович вăрçă пуçланиччен чирлесе вилнĕ, Чутай шкулĕнче ĕçленĕ Прохор Иванович Майоров вăрçăра хыпарсăр çухалнă.

Зинаида Чернова хăйĕн ашшĕ пирки: "Кĕтрĕмĕр _ кĕтрĕмĕр, таврăнатех пуль терĕмĕр, таврăнмарĕ, атте ăшшине кураймарăм", _ тесе куççульпе аса илет. Зинаида Михайловна 20 çулта Мучикасси ялне Николай Андреевич Чернова качча тухнă, мăшăрĕпе 5 ача, 2 хĕрпе 3 ывăл, пăхса ỹстернĕ. Пурте ура çине тăнă ĕнтĕ вĕсем, пурте çемьеллĕ тата ача-пăчаллă. Вĕсен халĕ 12 мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук. Галина ятлă хĕрĕ университетран вĕренсе тухнă, халĕ бухгалтерта ĕçлет. Ирина - медучилищĕре пĕлỹ илнĕ хыççăн Шупашкарти 1-мĕш больницăра медсестрара тăрăшать. Владимир куçăм-сăр майпа Чулхулари университетран вĕренсе тухнă. Сергей та университетран вĕренсе тухнă, следовательте вăй хурать. Андрей техникумра пĕлỹ илнĕ. Черновсем килĕштерсе пурăнаççĕ.

Зинаида Чернова мăшăрĕпе ачисен кун-çулне çăмăллатассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕхне, кайăк-кĕшĕкне ĕрчетеççĕ. Вĕсен пахчинче мĕн кăна çук-ши, мĕн тĕрлĕ улма-çырла, пахчаçимĕç! Унсăр пуçне вĕсем хурт-хăмăр та ĕрчетеççĕ. Нăйкăшмасть хĕрарăм, татах та ытларах вăй хума талпăнать. Вĕсен хушма хуçалăхĕ районта иртекен "Чи лайăх хушма хуçалăх" конкурс çĕнтерỹçи ятне те тивĕçнĕ. Зинаида Чернова пушă вăхăтра сăвăсемпе юрăсем хайлама юратать. Унăн юррисемпе сăввисенче пурнăç хăварнă йĕрсем, унăн ырă кăмăлĕ, ачисене юратни палăрать. _ Ачасене çитĕнтернĕ чухне сăвă-юрă çинчен шутласах кайман. Ачасем çитĕнсен таçтан сăвă йĕркисем çурала пуçларĕç, манса каясран вĕсене çырса хума пуçларăм, унтан кĕвĕсем те çуралма тытăнчĕç. Кĕввине манса каясран телефон çине çырса хуратăп, халăха юрласа кăтартатăп, концертсене хутшăнатăп, _ тет вăл хăйĕн пултарулăхĕ пирки. 2012 çулта унăн юррисемпе сăввисене Хĕрлĕ Чутайри тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕнче тăрăшакан Н.Романова пухса пĕчĕк кĕнеке хатĕрлесе пичетленĕ. Вулакансене Зинаида Черновăн пĕр сăввин çаврăмĕпе паллаштарас кăмăл пур. Кăмпа яшки, кăмпа яшки лайăхрах Пăрçа яшки, пăрçа яшки çумĕнче. Пирĕн тăвансем, пирĕн тăвансем лайăхрах Çынсен тăванĕсен çумĕнче. Улма кукли, улма кукли лайăхрах Кишĕр кукли, кишĕр кукли çумĕнче. Пирĕн район, пирĕн район лайăхрах Ытти район, ытти район çумĕнче. Пур ял-йышпа, пур тăванпа кар тăрса, Тăван, ĕçлер, тăван, ĕçлер вăй хурса. Пирĕн район, пирĕн район çĕнелсе Пытăр ялан малтан-мала çĕкленсе.

Галина ЗОТОВА, Штанаш ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика