АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мина çийĕнчи ыхрути те тутлăн каланă

03 апреля 2015 г.

Манăн асанне, Анна Алексеевна Семенова (Никифорова), 1936 çулта çуралнă. Вăрçă çулĕсенчи хăрушă кунсене вăл куççульпе аса илет.

- Пире, вăрçă пуçла-ниччен çуралнă ачасене, 80 çул та çитет. Ачалăх çулĕ-сем те тахçанах хыçа юлчĕç. Çамрăклăх та иртсе кайрĕ... Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 5 çулта кăначчĕ. Анчах та Совет Союзĕ çине Гитлер тапăнса килнĕ хăрушă куна паянхи кун та астăватăп.

Манăн тăван кил - Березовка ялĕ. Ял çывăхĕ-нче шурă хурăн чылайччĕ. Тен, çавăнпа та ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Березовка ят панă. Унччен ăна Уттапăр тенĕ, малтан _ Социализм çулĕпе. Лăпкă пурăнатчĕ ял халăхĕ. Вăрçă çитрĕ. Пур арçынна та фронта илсе кайрĕç.

Манăн атте те, Алексей Максимович Никифоров, Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайрĕ. 1946 çулта тин таврăнчĕ вăл унтан. Унăн кăкăрĕ çинче орден чылайччĕ. Манăн атте чылай хулана тăшмансенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Берлина та çитнĕ. Ялта хĕрарăмсемпе ачасем тата ваттисем кăна юлчĕç. Хĕллехи вăхăтра пурте йывăç хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ. Ял йĕри-тавра вăрман кашланă-çке. Ытти районсенчен те хĕрарăмсем ĕçлеме килетчĕç, вĕсем ял çыннисем патĕ-нче пурăнатчĕç. Кашни килтех ун пеккисем пурччĕ. Пурте тăрăшсах вутă хатĕрлетчĕç. Кашнине участок уйăрса паратчĕç. Ачи-пăчи те çавăнтах чаваланатчĕ. Ун чухне ахаль пăчкăсемпех ĕçленĕ, бензинпа татаканни пулман. Вутă хатĕрлеттĕмĕрччĕ, унтан ăна чукун çул çине леçеттĕмĕрччĕ. Вăл ялтан тăватă километрта вырнаçнăччĕ. Темле йывăр пулсан та халăх ĕçленĕ, чăтнă. Çуркунне çитсен эпир, ачасем, курăклă уçланкăна ыхрути пуçтарма çỹреттĕмĕрччĕ. Унта икĕ сирпĕнмен мина выртатчĕ. Çавăнпа та пире аслисем унта çỹ-реме чарчĕç. Минăсене пуçтарсан эпир унта черет пăхаттăмăрччĕ. Çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркунне вĕçленичченех халăх уй-хирте ĕçлетчĕ. Окопсене те аслисемпе пĕрле чаваттăмăрччĕ. Унсăр пуçне ял çыннисем тăшмансенчен пытанма хỹтлĕх хатĕрленĕччĕ. Пытаннине астумастăп. Анчах вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та асăннă вырăнта вылянине пĕлетĕп. Кĕрсе тухмаллийĕ те пурччĕ. Хĕç-пăшал йăтнă салтаксем пысăк утăмсемпе ял витĕр тухни те куç умĕнчех. Таркăнсем пулнă ĕнтĕ. Ун пеккисене сахал мар кунă. Пăравуспа ларса килекенсем тарнă пулĕ çав. Вĕсем пирĕн ялта чарăннине астумастăп. Кашни кунах ял тăрăх ыйткалакансем çỹретчĕç: пỹрт умĕнче чарăнса чỹ-речерен шаккатчĕç, хĕрес сăхатчĕç те хăйсен начар аллисене тăсатчĕç. Эпĕ пỹртрен чупса тухса вĕсене çăкăр тыттараттăмччĕ. Манăн аппа тухмастчĕ. Вăл вăхăтра пирĕн ялта 85 килччĕ.

Вăрçă çулĕсенче ял "Пĕтĕмпех фронта валли, пĕтĕмпех çĕнтерỹ валли!" девизпа пурăнатчĕ. Кашни килте ĕне, сурăхсем, чăхсем пурччĕ. Ялти çынсенчен никам та ыйткаласа çỹремен. Выçăпа вилекен те пулман ялта. Вилнине астумастăп. Ытти ялсенче выçлăхпа вилекенсем пурччĕ. Фронта валли патшалăха çăмарта, сĕт, çу, аш парса тăнă. Хĕллехи кунсенче алсиш-нуски çыхнă, колхоз вара посылкăсене фронта яратчĕ. Каçхине ялта тĕттĕ-мччĕ. Чỹречесенче пĕр çутă та курăнмастчĕ. Лампăсем пулсан та вăрçă вăхăтĕнче керосин тупма йывăрччĕ. Çавăнпа та хăйă хатĕ-рлеттĕмĕрччĕ. Ун çутипе ларса та. Нимĕç самолечĕсем çутă ан курччăр тесе чỹречесене хупма хушатчĕç. Ялтан инçех мар чукун çул пурччĕ-çке. Унсăр пуçне çар чаçĕ пурччĕ. Чаçри салтаксем çав çула сыхлатчĕç те. Вăрçă çулĕсенче лавккасенче нимĕн те сутман. Тăхăнмалли çукпа пĕрехчĕ. Сурăх тирĕнчен тем те пĕр çĕлесе паратчĕç. Çĕвĕ машинисем пулман. Ял тăрăх çĕвĕçсем хăйсен çĕвĕ машинисемпе тухатчĕç, вĕсене майдан вырăсĕсем тетчĕç. Тĕрлĕ çи-пуç çĕлесе паратчĕç те вĕсем пире валли. Урана çăпата сырнă. Пирĕн-пе пĕрле Макçăм асатте пурăнатчĕ, çăпатине вăл çыхса паратчĕ те. Ял çывăхĕнче кỹлĕ нумайччĕ. Ачасем тăтăшах унта пулă тытма çỹ-ретчĕç. Эпĕ те хĕлле пиччепе пĕрле пулă тытма кайнине астăватăп. Сивĕ-ччĕ. Чăтнă. Çав кỹлĕсем тата Сăр юханшывĕ ялти халăха вăрçă çулĕ-сенче пулăшнă та. 1944 çулта пĕрремĕш класа кайрăм.

Пирĕн ялта шкул пурччĕ. Унта тăватă класс таран вĕрентетчĕç. Ачасене пĕлỹ тĕнчипе паллаштаракансем _ Елена Григорьевна Николаева тата Иван Леонтьевич Михайлов. Тетрадь те, ручка та пулман. Пиччесен тата аппасен тетрачĕсенчи таса вырăнсенче çырнă. Хăш-пĕр чухне хаçат йăтса килеттĕмĕрччĕ те ун çинче кăранташсемпе, чернилпа çыраттăмăрччĕ.

Пурне те калаймăн... Вăрçă çулĕ-сенче пурăннисем кăна ăнланĕç... 

Ираида ЕВСЕЕВА, Çĕн Атикасси шкулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика