АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатăмăр 85 çул тултарчĕ

08 апреля 2015 г.

Районта тухса тăракан "Пирĕн пурнăç" хаçат апрелĕн 6-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта вăл вăрăм та тертлĕ çул утса тухнă, анчах та яланах малалла, хăйĕн тỹрĕ çулĕ-пе утнă. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă, вулакансене хавхалантарнă, çĕнĕ утăмсем тума пулăшнă. Хаçат район пурнăçĕнче чăннипех те пысăк пĕлтерĕ-шлĕ. Унăн кашни номерĕн-чех - ĕç çыннин пурнăçĕ, кун-çулĕ, районта пулса иртекен мероприятисем, тĕрлĕ информаци. Хаçат историйĕ питĕ пуян. Хальччен унăн ячĕ 7 хут улшăннă, çав хушăра 10-шар редактор пулнă. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1930 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă, Етĕрнере пичетленнĕ. Вăл 2 çул хушши "Коллективист" ятпа вырăсла тухнă. Тиражĕ - 550 экземпляр. Пĕрремĕш хаçат çине алă пусаканĕ, яваплă редактор çумĕ - Николай Алексеевич Элле пулнă. Иккĕмĕш номерне Д.Андреев яваплă редактор алă пуснă, ытти номерсене - Я.Ефимов. 1932 çулхи август уйăхĕнче хаçат "Красночетаевец" тата "Путь Победы" ятсемпе вырăсла тухнă. Çав çулхи сентябрь уйăхĕ-нчен пуçласа чăвашла "Çĕнтерỹ çулĕ" ятпа тухма тытăннă. Тиражĕ 800 экземпляра çитнĕ. 1991 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех хаçат ячĕ _ "Пирĕн пурнăç". Сăмах вăйĕ хăватлă. Журналистсен яваплăхĕ калама çук пысăк. Эпир, редакци ĕçченĕсем, çавна туйса ĕçлеме тăрăшатпăр, умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама вăй-хала шеллеместпĕр. Çавăнпа та хаçатра вăй хуракансене кăсăклă материалсемпе савăнтарма, журналистикăн тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕппĕн утса пыма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тăнăçлăх, чăтăмлăх, пултарулăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп. Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм пултăр, тиражĕ çултан-çул ỹссе пытăр! Юлашкинчен обществăлла корреспондентсене, мĕнпур вулакана район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 85 çул çитнĕ ятпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.

Алина Оринова.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика