08 апреля 2015 г.
Район хаçачĕн ыйтăвĕсене ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег МАРКОВ хуравлать.
- Нумай хваттерлĕ çурта тĕпрен юсама мĕншĕн укçа пухма тытăнчĕç?
- Раççей тата республика саккунĕсемпе килĕшỹллĕн ỹлĕм ăна çĕнетме кĕмĕл хывасси - пурăнмалли вырăн харпăрлăхçин тивĕçĕ. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 169-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче пурăнмалли вырăн шутланакан тата шутланман çурт-йĕр харпăрлăхçисен пĕрлехи пурлăхне юсама уйăхсерен нухрат тỹлемелле тенĕ. Калăпăр, нумай хваттерлĕ çуртра лавкка, парикмахер пỹлĕмĕ е офис вырнаçнă. Ăна çĕнетме организацисен те укçа куçармалла. Пурин те халех тỹлемелле. Çуртăн кивĕ конструкцийĕсене, электричествăн, газăн, ăшă тата сивĕ шывăн, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли, таса мар шыва çуртран юхтарса кăлармалли тытăмăн инженери çулĕсене улăштармалла е юсамалла, çурт тăррисемпе путвалĕсене, лифт оборудованийĕ-пе шахтине, çурт никĕсĕпе стенисене (тул енчен) юсамалла, çав ĕçсемпе çыхăннă ытти нумай ыйтăва татса памалла. Кирек хăш пурăнмалли вырăн хăçан та пулин кивелет. Ăна юсамалли вăхăт пурпĕр çитет. Çийĕнчех çĕнетсен çуртпа нумайрах усă куратпăр.
- Коммуналлă хуçалăхсене пулăшу ĕçĕшĕн тỹлемелли квитанцире "Пурăнмалли вырăна пăхасси тата юсасси" йĕрке пур. Унта кĕмĕл уйăхсерен мĕн чухлĕ тỹ-лемеллине кăтартаççĕ. Ăна çуртсене тĕпрен юсама ямаççĕ-им?
- Çук. Вăл - çурт-йĕре пăхса тăнă чухне вăл юхăнса ан кайтăр тесе хăвăрт юсамалли. Ăна конструкцие, инженери оборудованине çĕннипе улăштарма е вĕсене юсама, çурта тулаш енчен илемлетме, ытти вак ĕçе пурнăçлама яраççĕ.
- Çĕнĕ çуртра тин çеç хваттер илнисене мĕншĕн тỹлеттереççĕ тата тĕпрен юсамалли çуртра пурăнакансен çывăх вăхăтра мĕн тумалла?
- Çуртăр çĕнĕ-тĕк эсир хывса пыракан укçа каярах, 15-20 çултан, юсав ирттерме пухăнса çитĕ. Паянах тĕплĕ юсав кĕтекеннисене çывăх вăхăтра тĕпрен юсамалли плана кĕртеççĕ. Ăна çулсерен муниципалитет хатĕрлет, республика шайĕн-че çирĕплетеççĕ. Ĕçе харпăрлăхçăсен, çавăн пекех муниципалитет, республика, федераци хыснинчен уйăракан нухратпа пурнăçлаççĕ.
- Шупашкарта пурăнакансен ушкăнĕ çулталăк пуçламăшĕнче Ленин палăкĕ умĕнче тĕплĕ юсавшăн укçа тỹлеттерме йышăннине сивлерĕ. Уншăн вăхăтра кĕмĕл куçарман çемье чылай. Вĕсене мĕн кĕтет?
- Саккунпа килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан кашни çемье юсав фондне укçа хывма тивĕç терĕм. Çакна шута хумасăр пурăнма юрамасть. Кашни харпăрлăхçă пурлăхран налук тỹлет. Ăна вăхăтра тỹлемесен пени тытаççĕ. Тĕплĕ юсанăшăн та çавăн пекех. Укçа кая юлса хыватăн _ пени тỹлетĕн. Куçармасан тỹлев те, пени те капланать.
- "Пирĕн укçа таса мар чунлă тỹ-ре-шарана тăрантарма каймĕ-ши?" - текенсене мĕнле хурав паратăр? -
Харпăрлăхçăсем ăна икĕ çĕрте пухса пыма пултараççĕ: е банкри ятарлă счетра, е регион операторĕн - "Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурта тĕпрен юсамалли фончĕ" коммерциллĕ мар организаци (ăна ЧР Министрсен Кабинечĕ йĕркеленĕ) _ счетĕ-нче. Пурăнмалли вырăн харпăрлăхçисен йышăнăвĕпе (ăна пĕрлехи пуху протоколĕпе çирĕплетмелле) килĕшỹллĕн фонд хăйĕн пуçтарăнакан укçана тĕплĕ юсав тĕллевĕсене пурнăçлама çеç ярать.
- Тỹлессипе çыхăннă ыйтусене çынсем ăçта уçăмлатма пултараççĕ?
- Пурăнмалли çурта тĕпрен юсамалли фондра (тел.: 23-69-06, 55-56-00, 55-56-01) тата ЧР Строительство министерствинче (64-22-16). Укçа куçарассипе çыхăннă информаципе фонд сайтĕнче те (www.Remfond21.cap.ru) паллашма пулать.
Источник: "Пирěн пурнăç"