АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченĕсене - медаль

08 апреля 2015 г.

Çĕршывăн чи паллă уявĕ çывхарать. Районти ял тăрăхĕ-сенче вара вăрçă ветеранĕсене - тыл ĕçченĕсене, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсене, çапăçăва хутшăннисене - "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе - 70 çул" юбилей медалĕпе чысласси аван пулса пырать. Нумаях пулмасть юбилей медальне Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан тыл ĕçченĕ Владимир Евдокимович Эзенкин тивĕçнĕ. Унăн вăрçă çулĕсенчи кун-çулĕ ытти ачасен пекех иртнĕ. Владимир Эзенкин 1931 çулта çуралнă. Нумай ачаллă çемьере чи кĕçĕнни - çиччĕмĕш - пулнă. Çĕршыва тăшман тапăнса килнине пĕлтерсенех арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта илсе кайнă. Вĕсен йышĕнче Владимир Евдокимовăн тăватă пиччĕшĕ те пулнă. Анчах çапăçу хирĕнчен пиччĕшĕсенчен пĕри кăна тăван киле таврăннă. Вăрçă пуçланнă чухне Владимир Эзенкин 10 çулта кăна пулнă. Амăшне тата икĕ аппăшне пăхма тивнĕ унăн. Ытти ачасемпе пĕрлех ачалăхпа сывпуллашса Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе ĕçе пуçăннă вăл. Вăрçă вĕçленсе пынă чухне çынсем фронтран тав-рăннă кашни салтакшăн савăннă. Пĕтĕм халăх кĕтнĕ Çĕнтерỹ кунне Владимир Эзенкин паянхи кун та астăвать. Çак кунах асăннă медале Ачкасси ял тăрăхĕн-че пурăнакан Ульяна Ивановна Абакумова, Михаил Димитриевич Альгешкин, Вера Андреевна Герасимова, Александр Михайлович Шуськин тата Штанаш ял тăрăхĕнчи Валериан Андреевич Париков тыл ĕçченĕсем илме тивĕç пулнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика