08 апреля 2015 г.
Тин кăна хаçат страницисенче вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли пирки сăмах хускатрăмăр, çулталăк пуçланнăранпа миçе пушар тухнине тишкертĕмĕр. Шел пулин те, апрелĕн 5-мĕшĕнче тепĕр инкек тухрĕ. Вăл Кив Атикасси ялĕнче алхасрĕ. Çурта вут-çулăм çавăрса илнине ял çыннисем асăрханă, вĕсемех шăнкăравласа пĕлтернĕ. Пушар хурал ĕçченĕсем вут-çулăма парăнтарнă, анчах та ку инкек икĕ çын вилнипе вĕçленнĕ. 78 çулхи кинемейпе унăн 1961 çулта çуралнă ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пушар сăлтавне тĕпчеççĕ. Асăрханулăх пирки пĕр çеккунтлăха та манма кирлĕ мар. Тимсĕрлĕх хакла ларма пултарни çинчен яланах асра тытасчĕ.
А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"