08 апреля 2015 г.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 31-мĕшĕччен Çĕмĕрле хулин тата Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен территорийĕсенче транспорт хатĕрĕсемпе ỹсĕр çỹренĕ 36 водителе тытса чартăмăр. Вĕсенчен 9-шĕ ỹсĕр пулнине тĕрĕслессине хирĕçлерĕç. Тăватă водитель вара руль умĕнче урă мар пуçпа тепĕр хутчен çакланчĕ. Миравай судьясем ку водительсене 1,5-3 çуллăх транспорт хатĕрĕсемпе çỹ-реме чаракан йышăну кăларнă, çавăн пекех 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран административлă штраф хунă. Водительсене тепĕр хутчен çирĕппĕн асаилтерес килет: ỹсĕрле транспорт хатĕрĕпе çỹрени Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсни шутланать. Урă мар чухне çын йĕри-таврари лару-тăрăва япăхрах ăнкарать, çавна май инкек тухасси те инçех мар. Çакна та ан манăр: кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ỹсĕрле руль умне ларнă водителе тепĕр хутчен тытса чарсан тата медицина тĕрĕслевне хирĕçлесен уголовлă яваплăх кĕтет. Ỹсĕрле руль умне ларассине асăрхаттарас тĕллевпе çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем апрелĕн 10-11-мĕшĕсенче массăллă тĕрĕслев ирттереççĕ.
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"