08 апреля 2015 г.
Чăваш Республикинче 2013-мĕш çулта пичетленсе тухнă кĕнекесем хушшинче иртекен конкурсра Ангелина Павловская хайланă "Вĕрене шывĕ те пылак" кĕнеки пирĕн районта çĕнтерчĕ, "Чăваш кĕнеки" номинацире чи нумай вуланаканни пулса тăчĕ. Ку - романăн 1-мĕш кĕнеки, 2-мĕш кĕнеки 2014 çулта пичетленсе тухнă, 3-мĕшне автор кăçал кăларма хатĕрленет. Вулакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çак кĕнекене. Районти тĕп библиотекăра вăл 3 экземпляр кăна, çавăнпа çынсем черет тăрсах вулаççĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Чăваш писателĕсен Союзĕн членĕпе Ангелина Павловскаяпа тĕл пулу иртрĕ. П ĕрремĕш кĕнекери ĕçсем Аслă Отечественнăй вăрçă умĕн пулса иртеççĕ. Ытти чăваш ялĕ пекех Йỹçкасси чухăнлăхра та тĕттĕмлĕхре пурăнать. Выçлăх, çити-çитми пурнăç, танмарлăх хăшне авать те хуçать, хăшне тискер кайăка кăларать. Октябрьти революци хыççăн яла урăх варкăш кĕрет. Йỹçкассинче колхоз йĕркеленет. Майĕпен-майĕпен ял пурнăçĕ те çĕнелме пуçлать. Анчах тĕрĕс çул суйласа илесси çăмăл мар иккен. Халăх пуçĕ çине çĕнĕ нуша-асап йăтăнса анать, репресси, ссылка… Çеменпе Аннăна Архангельск облаçне яраççĕ. Телейĕ тĕппипех пĕтмен иккен, шăпа вĕсене тăван яла çавăрса килет.
Ангелина Ивановна Павловская 1939 çулта Вăрмар районĕнчи Пĕчĕк Енкассинче çуралнă. Аслă Чакри 7 çул вĕренмелли шкултан, Çĕрпỹ-ри библиотека техникумĕнчен, Чăваш патшалăх педагогика инс-титутĕнчен вĕ-ренсе тухнă. Кус-лавкка районĕнчи Карачри, Шупашкарти шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унăн пĕрремĕш повеçĕ "Ярăм-ярăм явăнать тĕтре" ятпа 1983 çулта пичетленнĕ. Вăл - "Саланнă кĕлте", "Сапаскар хĕрĕ", "Вĕрене шывĕ те пылак" кĕнекесен авторĕ. Роман сюжечĕ çав тери çивĕч-чĕн явăнса пырать. Кунта чăваш хресченĕн пурнăçĕнчи самантсем чуна ыраттармалла ỹкерчĕкленсе курăнаççĕ. Романа амăшĕсене халалланă гимн теме те пулать. Тĕлпулура Ангелина Ивановна хăйĕн пурнăçĕ, кĕнекисене мĕнле калăплани çинчен каласа кăтартрĕ. Унăн хайлавĕсенчи кашни сăнарăн прототипсем пур, вăл чăн пурнăçра пулнă ĕçсем çинчен çырса кăтартать. Тĕрĕсрех те курăмлăрах пултăр тесе хăй çав вырăнсене çитсе курма тăрăшать. "Раштав саламĕ" хайлаври манах хĕрарăмсен пурнăçне çырса кăтартма Киеври тата Таллинри мăнастирсене çитсе курнă. Пĕлмен ыйту сиксе тухсан ăна уçса пама тĕпчевçĕсемпе канашлать. "Вĕрене шывĕ те пылак" романăн пĕрремĕш кĕнекинче чăваш хресченĕн иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенчи пурнăçне çырса кăтартнă, иккĕмĕш кĕнекинче - Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтне. Виççĕмĕшĕ вара - вăрçă хыççăн 80-мĕш çулсемччен пулĕ. Автор 3 кĕнекепе вĕçлесшĕн романа, эпилогра 30 çул иртсен паянхи пурнăçа çырса кăтартасшăн. Вулакансене кăсăклантарса яма сюжет йĕрĕпе кĕскен паллаштарса хăварчĕ. Чăваш литературине юрата-кансене çак кĕнекене илсе вулама сĕнетпĕр, кĕнекери хивре сюжет вулакана çатăрах ярса илет, пĕрре ларса вуласа тухас килет.
Е.ЧУБАЙКИНА, тĕп библиотекăн библиотекарĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"