08 апреля 2015 г.
Пусăрăнчăк кăмăлпа ларма та çылăх, ытлашши шухă пурнăç та килĕшỹллĕ мар. Çапах та Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăк поселокне Атнарти халăх хорĕ килнĕ тесен кайса курмасăр чун чăтмарĕ. Кайнишĕн пĕрре те кулянмарăм. Çав тери кăмăла каймалла концерт курса килентĕм. Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа хор "Мамаев курганĕ çинче" юрра мăнаçлăн шăрантарчĕ. Пĕр-пĕринпе майлăн ылмаштарса тунсăхлă, унтан хаваслă юрăсем янăрарĕç, кăмăла тыткăнларĕç. Пултаруллă артистсем - Ф.Храмова, В.Храмов, Л.Мадебейкина, Е.Волкова, В.Кузьмин _ хăйсен сассисемпе кашниннех ырă туйăмсем çуратрĕç, сиплĕ кану каçĕ туса пачĕç. Курма пынисем тăвăллăн аллă çупса: "Парăмра юлмăпăр, эпир те сирĕн пата çитĕпĕр", - тесе шантарчĕç.
Л.ИВАНТАЕВА, Черемушки поселокĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"