10 апреля 2015 г.
Çанталăк ăшăтса пынăçемĕн республикăри çулсем çинче икĕ урапаллă техника - мотоциклсем, мопедсем, скутерсем тата велосипедсем - ытларах çỹреме тытăнать. Анчах çак транспорт тĕсĕн çирĕп-лĕхĕ пĕчĕк, водитель те, пассажир та сурансенчен шанчăклă хỹтĕленме пултараймасть. Çитменнине çакăн пек транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне час-часах çул-йĕр правилисене пĕлсех çитереймен çул çитмен çамрăксем лараççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕплĕ шухăшламасăрах ачишĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан "тетте" туянса парать. Республикăри катастрофăсен медицина центрĕн мониторинг кăтартăвĕсемпе, Чăваш Енре 2014 çулхи апрель-август уйăхĕсенче çул-йĕрпе транспорт инкекĕнче 271 çул çитмен çамрăк асап тỹснĕ, 2013 çулта çав уйăхсенчех - 331 çамрăк. 2014 çулта çул çитмен çамрăксем хутшăннипе инкексен хисепĕ 18 процент чакнă пулин те, велосипедистсем, мото-транспорт хатĕрĕсен пассажирĕсемпе водитель-сем инкеке лекесси 10 процент ỹснĕ, 4-шĕ вилĕмпе вĕçленнĕ. Инкек тỹснисенчен виççĕмĕш пайĕ - велосипед, скутер, мопед, мотоцикл çинчи ачасем. Иртнĕ çул ăшă çанталăк пуçлансанах ачасем чỹрече-сенчен тухса ỹкнипе çыхăннă хурлăхлă статистика вăй илчĕ. Енчен те 2013 çулта ачасем çỹллĕшрен ỹкнĕ 27 тĕслĕ-хе регистрациленĕ (икĕ ача вилнĕ) пулсан, 2014 çулта çакăн йышши 36 инкек пулнă (виççĕн вилнĕ). 58 проценчĕ - çулталăкран пуçласа 5 çула çитмен ачасем. 2014 çулхи апрель, май, июнь уйăхĕсенче кăна çỹллĕшрен 20 ача персе аннă. Тĕпрен илсен, инкек ытларах аслисем ачисене тĕрĕслесе тăманнипе, пăхман-нипе пулса тухать. Йăлари пăтăрмахсемшĕн вара ашшĕ-амăшĕ яваплă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене çителĕклĕ тимлĕх уйăрнă пулсан çỹлерех асăннă инкексем пулмĕччĕç. Ачасене пĕччен ан хăварăр, эсир юнашар пулман хушăра инкек сиксе тухма пултарать.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-служби.
Источник: "Пирěн пурнăç"