АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай хваттерлĕ тăватă çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем иртĕç

10 апреля 2015 г.

 Республика территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне капиталлă юсасси пирки калакан ятарлă программăпа килĕшỹллĕн кăçал Хĕрлĕ Чутай салинчи тăватă çуртра юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Гагарин урамĕнчи 57-мĕш çуртра электричествăпа тата сивĕ шывпа тивĕçтерекен тытăмсене юсаса çĕнетĕç; Çĕнĕ урамри 3-мĕш çуртра - сивĕ шывпа тивĕçтерекен тытăма, канализацие тата шыв юхтарса ямалли тытăма; Çĕнĕ урамри 13-мĕш çуртра - электричество тытăмне; Советски урамĕнчи 4а çуртра - электричество тытăмне. Капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 714077 тенкĕ уйăрнă, çав шутра коммуналлă хуçалăха реформăламалли Фондăн, республика бюджечĕн, район бюджечĕн, хваттер хуçисен укçи-тенки пур. Палăртса хăвармалла, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен кăçал çуртăн пĕрлехи пурлăхне капиталлă юсама пĕр тăваткал метршăн 5,5 тенкĕ тỹлемелле. Алексей

МАГАСЬКИН, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика