10 апреля 2015 г.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен минис-терствине граждансен автомашинисен салонĕ-сенчен час-часах япаласем çухални хытах пăшăрхантарать. Çакăн пек вăрă-хурахла ĕçсем ытларах автомашинăсене вăхăтлăха лартса хăварнă вырăнсенче пулаççĕ. Ун пек вырăнсем вара туллиех. Çул çук е кĕме май çук чухне автомашинăсене çул хĕрринче, çуртсем таврашĕнче, тĕрлĕ площадкăсенче хăвараççĕ. Вăрăсем вара ют çĕршывра туса кăларнă автомашинăсен хальхи йышши сыхлав тытăмĕн-чен те хăрамаççĕ. Хурахсене уйрăмах автомашина салонĕсенчи автомагнитолăсем, радар-детекторсем, видеорегистраторсем, сумкăсем тата ытти япаласем илĕртеççĕ. Саппас пайĕсене, урапасене, аккумулятор батарейисене те тăпăлтарса илеççĕ. Тепĕр чухне машина хуçи хăех вăрăсен ĕçне çăмăллатса парать: алăка уçă хăварать, сигнализацие çутса хăвармасть тата ытти те. Вăрăсем вара çакăн пеккине сăнасах тăраççĕ, салонра япала хăварнине те асăрхаççĕ. Автомашина хуçишĕн вара пурлăха çухатни - кăмăла хуçакан пулăм, ĕç укçара кăна мар. Çавăнпа хуçасен харпăр хăй пурлăхне сыхламалли майсем тума тăрăшмалла. Усал ĕç тума шутлакан пурлăх çирĕп те шанчăклă алăра пулнине куртăр, унăн вăрлас шухăш ан çуралтăр. Хисеплĕ граждансем, автотранспорт хуçисем! Полици ĕçченĕсем сире автомашина салонĕнче хаклă япаласем хăварамалла маррине тепĕр хут аса илтереççĕ. Транспорта çутă тата сыхлакан вырăнсенче кăна хăварма сĕнетпĕр. Сирĕн çурт умĕнче, урамра иккĕленỹ çураткан çынсене асăрхасан, вăрă-хурахла ĕç тунине курсан тỹрех районти полици уйрăмне 2-11-02 е 02 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"