АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăннă административлă правăна пăснăшăн 3000 тенкĕ штраф тỹлемелле

10 апреля 2015 г.

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ унччен кам та пулин усă курнă автокресло туянать. Анчах та вĕсем пахалăхлă пулнине никам та шантараймасть - тен, эсир пĕр-пĕр аварире пулнă автокресло туяннă? Сăмах май, кун пек креслăсемпе тем тесен те усă курма юрамасть. Пĕтĕмлетсе вара çапла калама пулать: автокреслăпа хăрушсăрлăх пиçиххийĕ - сыхланупа асăрханăвăн пĕртен-пĕр мелĕ. Ан манăр, пĕчĕккисен пурнăçĕ - аслисен аллинче, хăвăрăн пепкĕре эсир кăна хỹтĕлеме пултаратăр. Çакна яланах асра тытăр. Çул çитмен пассажирсем хутшăннипе пулакан аварисен шутне чакарас тата çул çинчи хăрушсăрлăх шайне ỹстерес тĕллевпе апрелĕн 16-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче "Ачасем. Ачасене тытса чаракан ятарлă хатĕрсем" операци иртет. Пĕлтĕр 12 уйăх хушшинче асăннă территорисенче çул-йĕр çинче çичĕ пăтăрмаха пула пĕр ача вилнине, сакăр ача суранланнине шута илтĕмĕр.

Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика