АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев Беларусь Республикинче пулнă

15 апреля 2015 г.

Апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларусь Республикинче ĕçлĕ çулçỹревре пулнă. Чечек кăшăлĕ хунă Апрелĕн 9-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Минскра Çĕнтерỹ монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин патшалăх музейне çитсе курнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре музей экспозицийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. "Хаяр вăрçă çулĕсенче чăвашсемпе белоруссем Тăван çĕршыва пĕрле паттăррăн хỹтĕленĕ. Чăваш Енре çуралса ỹснĕ 15 пине яхăн салтак Беларуçа тăшманран хỹтĕлеме хутшăннă, вĕсенчен 15-шĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев музейра пулнă май Икĕ халăха ĕмĕрсен туслăхĕ çыхăнтарать Çав кунах Михаил Игнатьев Беларусь Республикин Президенчĕпе Александр Лукашенкопа тĕл пулнă, экономикăра килĕ-штерсе ĕçлессипе, культура çыхăнăвĕсене тĕреклетессипе, Чăваш Республикинчи тата Белоруссинчи предприятисемпе организацисене пĕрле корпорацилемешкĕн усă курмалли çĕнĕ мелсемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Тĕлпулу вăхăтĕн-че Михаил Васильевич чăвашсемпе белоруссене ĕмĕрсен туслăхĕ, культурăн, ăс-хакăлăн, этемлĕхĕн пĕрлехи хаклавĕ-сем, пĕр-пĕрне пулăшас туйăм, тăван çĕре юратни, хамăршăн кар тăма пултарни çыхăнтарнине палăртнă. Александр Лукашенко та Чăваш Енпе Белоруссийĕн пĕрпеклĕх нумаййине каланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев юлашки виçĕ çулта Чăваш Енпе Белорусси хушшинчи таварçаврăнăш 2,5 хут ỹснине çирĕплетнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусем Беларусь Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă май Михаил Игнатьев çавăн пекех çак патшалăхăн Раççей Федерацийĕн-чи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Александр Суриковпа, Беларусь Республикин премьер-министрĕпе Андрей Кобяковпа тĕл пулнă, Минскри автомобильсем тăвакан завода, "Гастелловское" ялхуçалăх предприятине, "Белэкотехника", "Август-Бел", "Дзержинский" обществăсене çитсе курнă, унти ĕç-хĕлпе паллашнă. Çулçỹревре Михаил Игнатьевпа пĕрле республикăри власть органĕ-сен представителĕсем, организацисен ертỹçисем пулнă.

ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн пресс-службин материалĕсемпе хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика