АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпчăк пек юрăсем шăрантарчĕç, чăвашла ташласа савăнтарчĕç

15 апреля 2015 г.

Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине, Литературăпа Константин Иванов çулталăкне, вырăс тата чăваш çыравçисемпе поэчĕсене юбилейĕ-сене халалланă чаплă гала-концерт иртрĕ апрелĕн 10-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче. Ял тăрăхĕсен йăлана кĕнĕ смотр-отчечĕсем вăхăтĕнче пултарулăх ушкăнĕсен чи лайăх номерĕсене суйласа илнĕ, шăпах çавсене курма халăх йышлă пухăнчĕ. Районти чи лайăх хор, ташă, фоль-клор коллективĕсем хутшăнчĕç гала-концерта. Пĕччен е иккĕн юрлакансем те, кулăшла сценкăсем кăтартакансем те, сăвă калакансем те пулчĕç. Вĕсене залта ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Чи малтанах ачасен пултарулăхĕ пир-ки каласа хăварас килет. Çитĕнекен ăру сцена çине тухни пурин кăмăлне те каять, ку хутĕнче те ачасен хорĕ шăрантарнă юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе куракан кăмăллă юлчĕ. Штанаш, Пантьăк, Хĕрлĕ Чутай, Кив Атикасси ял тăрăхĕсенчи фольклор ушкăнĕсем чăваш ташши-юррисемпе савăнтарчĕç. Штанашсен Константин Ивановăн "Нарспи" поэмипе çыхăнтарса лартса панă ĕлĕкхи чăваш туйĕ, ташă-юрă композицийĕ куракансен кăмăлне кайрĕ. Хусанушкăньсен "Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе" музыкăпа хореографи композицийĕ те асра юлчĕ. Паллах, 10 ял тăрăхĕн-чи, районти Культура çуртĕнчи, Ачасен искусство шкулĕнчи, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи, "Пилеш" ача садĕнчи пултарулăх ушкăнĕ-сен номерĕсенчен тăракан концерт хăвăрт вĕçленессе никам та кĕтмерĕ, пачах та урăхла, лайăх номерсемпе киленсе канас шутпа пу-хăнчĕç куракансем. Çапах та уяв каçĕ ытла та вăраха тăсăлчĕ, ăна кăштах кĕскетнĕ пулсан та юратчĕ пуль. Пĕрисене мухтаса теприсене хурлас килмест, анчах та... Эпĕ асăрхасса, Михаил Исаковский сăввисемпе çырнă "Огонек", "Ой, цветет калина" юрăсем темиçе хутчен те янăрарĕç çав каç. Паллах, юррисем питĕ лайăх, халăх килĕш-терекеннисем, анчах та вĕсене темиçе хутчен шăрантармаллахчĕ-ши? Сăвăсене те пурте Людмила Максимова е Эльвира Михеева пек вуланă пулсан лайăхчĕ. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн-чи çыравçăсемпе поэтсен те хăйсен пултарулăхĕ-пе урăхларах пал-лаштармаллаччĕ пулĕ... Пĕтĕмĕшле илсен вара концерт программи пуян, ытти çулхисенчен расна пулнине палăртса хăварас килет. Смотр-отчет тематикине пăхăнса хатĕрленĕ номерсем чуна тыткăнламалла пиçсе тухнă. Вĕсенче тĕрлĕ халăх йăли-йĕрки, туйăмĕ палăрчĕ.

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика