АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисем - хисеп хуралĕнче

15 апреля 2015 г.

"Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнчи часовой" акци пуçланчĕ. Халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне ĕмĕрлĕх асра хăварас, çĕнтерỹçĕсене тав тунине тата вĕсемпе мухтаннине палăртас тĕллевпе РФ Общество палатин пуçарăвĕ-пе "Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнчи часовой" акци ирттереççĕ. Çĕнтерỹ Ялавĕ _ патша-лăх реликвийĕ, вăл _ ăру-сен çыхăнăвĕн символĕ. Республикăра иртекен патриотизмла акци валли Çĕнтерỹ Ялавĕн копийĕсене туса хатĕрленĕ, вĕсенчен пĕри апрелĕн 13-мĕшĕнче пирĕн района çитрĕ. "Эпир _ Аслă Çĕнтерỹ еткерçисем" девизпа ирте-кен акци тунтикун Хĕрлĕ Чутай шкулне тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене, шкул ачисемпе вĕрентекенсене пухрĕ. Пурте ура çине тăрсан 9-мĕш кадет класĕнче вĕренекенсем Çĕнтерỹ Ялавĕн копине йăтса кĕчĕç. Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Тать-яна Шереметьева çак акцие вăрçă хирĕнче паттăррăн пуç хунисене асăнса ирттернине каларĕ. Пухăннисем пĕр минут хушши шăп тăчĕç... "Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнчи часовой" акци районта апрелĕн 23-мĕшĕччен пырĕ. Çак хушăра районти шкулсенче вĕренекенсем Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче хисеп хуралĕнче тăрĕç. А.КАРПОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика