АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телефонпа укçа илĕртнĕ…

15 апреля 2015 г.

Ĕçлемесĕрех пуяс тата ют пурлăха хапсăнас шутлисем пирĕн хушăра тупăнаç-çех. Акă Я. та укçаллă пулас тенĕ те, анчах халĕ унăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ. Ку ĕç 2014 çулхи ноябрь уйăхĕнче пулса иртнĕ. Н. Шулюри лавкка умĕнче пĕлĕшĕпе эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ. Пĕлĕшĕ ăна Ч. патне кĕртсе хăварнă, Н. çийĕнчи япаласемпех диван çинче çывăрса кайнă. Кил хуçи Ч. вара çурта çаклатса хăварнă та С. патне карта тума пулăшма кайнă. Вĕсемпе пĕрле Я. та ĕçленĕ. Ĕçленĕ вăхăтра вĕсен пирус пĕтсе çитнĕ. Ч. Я.-на хăйĕн килне кайса пирус илсе килме хушнă. Я. çурта кĕрсен ỹсĕр Н. диван çинче çывăрнипе усă курса унăн дубленка кĕсйинчен 2800 тенкĕ тăракан "Еxplay N-1" сотовăй телефон тата 500 тенкĕ кăларса илнĕ. Тепĕр кунне вара Я. Пĕрремĕш Липовка ялĕнчи лавккана кайнă, çур литрлă икĕ кĕленче шурă эрех тата пируспа çимелли- сем илнĕ, таваршăн тỹлеме укçа çуккипе сутуçăна вăрланă телефона парса хăварнă. Хăй каланă тăрăх, Н.-ран кăларса илнĕ 500 тенкине таçта çухатнă вăл. РФ УК-н 158 статйин 2 пайĕн "в, г" пункчĕсемпе пăхса хунă преступление туса Я. телефонпа укçа хуçине 3300 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.

А.МИТРОФАНОВ, следстви уйрăмĕн следователĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика