15 апреля 2015 г.
Кăçал халăх Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă тăвать. Вăл пирĕншĕн - истори. Паллă уяв умĕн ветерансемпе курса калаçни, вĕсен асаилĕвĕсене итлени ватăсене хисеплени мар-и? Нумаях пулмасть вăрçă çулĕсенчи паттăр, Пухтанкассинче пурăнакан Герман Семенович Пудейкин, 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, Раççей Президентĕнчен Владимир Путин-ран саламлă Çырăва тивĕçнĕ. Çак хисепсĕр пуçне "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе - 70 çул" медале илме тивĕç пулнă. Чылай çул иртнĕ пулин те Герман Семенович çĕкленчĕк кăмăлпа çỹрет, шỹтлес туйăмĕ те пур унăн. 18 çулхи яш вăрçа 1943 çулта тухса кайнă. Пĕрремĕш кунсенчех тăшмансемпе тăваттăмĕш Украина фрончĕн тытăмĕнче çапăçнă. Тăван киле 1946 çулăн пуçламăшĕ-нче таврăннă: ỹпкери ванчăкпах. Паянхи кун та вăл унпа пурăнать. - Хăш-пĕр чухне ванчăк хăйĕн пирки асаилтерет. Ыратнă самантсенче ăна питĕ йывăр. Çавăнпа та Герман Семенович тăтăшах Шупашкарти вăрçă ветеранĕсен госпиталĕнче сип-ленет, - тет унăн кинĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ветеран Мишеркасси шкулĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех завхозра тăрăшнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"