15 апреля 2015 г.
Çитмĕл çул каялла историри чи йывăр вăрçă совет халăхĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ. Кăçал, 2015 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарать. Çак Çĕнтерỹре ман аттепе аннен тỹпи пуррине те палăртас килет. Атте, Вячеслав Дмитриевич Дмит-риев, ялти тата Хурашашри тулли мар шкулсенче пĕлỹ пухнă. 1939 çулта Етĕрнери педагогика училищине пĕтернĕ. 1939-1941 çулсенче Етĕрне районĕнчи Килтĕш тата Мăн Явăш шкулĕсенче ачасене естествознани предметне вĕрентнĕ. 1941 çулхи апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Киев округĕнчи Кăнтăр хĕвеланăç фронтĕнчи стрелоксен 24-мĕш механизациленĕ корпусăн хĕрлĕ-армеецĕ пулса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи пуçлансанах хĕсметре тăракан салтаксене киле ямасăрах тăшмана хирĕç кĕрешме фронта илсе кайнă. Манăн атте те çав салтаксен шутĕнче пулнă. Мăшăрĕ, Мария Степановна Дмитриева, алăри пĕчĕк пепкепе юлнă. Атте вăрçă хирĕпе чи пĕрремĕш кунĕн-чен пуçласа юлашки кунĕчченех утса тухнă. …1941 çулхи йывăр кунсенче Каменецк-Подольск облаçĕнчи Проскуровран пуçласа (24-мĕш механизациленĕ корпус) нумай-нумай хулапа яла тăшман аллине хăварса Воронеж облаçне çитиччен каялла чакнă салтаксем. Çак вăхăтра (ултă-çичĕ уйăх хушшинче) темиçе хутчен те тăшманпа çапăçăва кĕнĕ, ункăна лекнĕ. Çак ункăсенчен çапăçусемпе ушкăнпа е пĕччен-иккĕн хăтăлса тухма тивнĕ. 1941 çулхи шартлама сивĕ декабрь уйăхĕнче Воронеж хули патĕнчи пĕр çапăçура арканса каякан пуля аттен сулахай урине çĕмĕрсе суранланă. Ун хыççăн 1942 çулхи апрель уйăхĕччен Чкалов облаçĕнчи Соль-Илецк хулинче госпитальте сывалнă. Вăрçă пуçланнă хыççăн сакăр уйăхран тин атте ашшĕ-амăшĕнчен çыру илнĕ, унччен вара пĕр çыру та илмен пулнă. Вĕсемшĕн атте вăрçăра çухалнисен шутĕнче пулнă иккен. Тăватă уйăх госпитальте сывалнă хыççăн Соль-Илецкри 13-мĕш саппасри бригадăра вĕреннĕ, ăна отделени командирĕ туса хунă. 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче Сталинград хули çывăхĕнче нимĕçсен Паулюс фельдмаршалĕн çар ушкăнĕн ункине пĕтернĕ çĕрте çапăçнă. 1943 çулхи çулла Курск-Орел ункинче, Белоруссинчи шурлăхсенче, Польша çĕрĕсене ирĕке кăларас енĕпе нимĕçсене аркатнă. Каярахпа, 1945 çулта, Германири хуласенче, ялĕсенче, юлашкинчен тăшманăн тĕп хулинче - Берлинта - пынă операцисенче 1-мĕш гварди мотоинженери бригадин тытăмĕнче çапăçнă. Атте вăрçă суранĕсене, чăтма çук пысăк йывăрлăхсене пула сывлăхне çухатнă. Тăван киле Вячеслав Дмитриев гварди сержанчĕ 1945 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Германи çĕрĕнчен, госпитальтен, таврăннă. Ăна вăрçăри паттăрлăхшăн "За боевые заслуги", "За оборону Сталинграда", "За оборону Варшавы", "За взятие Берлина", "За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов" медальсемпе наградăланă. Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденне тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче аттен ỹп-ке çĕрнине хирĕç кĕрешме тивет. "Путь Ленина" колхозра вăй хурать. 1947-1950 çулсенче ялти вулав çурчĕн заведующийĕнче ĕçлет. Пĕлĕвне ỹстерес тĕллевпе Канашри учительсен институтне вĕренме кĕрет, ăна вăл 1955 çулта ăнăçлă пĕтерет, географипе естествознани предмечĕ-сене вĕрентекен пулса тăрать. Тăван ялĕнче учительте ĕçлеме пуçлать. 1953-1961çулсенче Тури Çĕрпỹкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкул директорĕн-че, 1961-1973 çулсенче директор çумĕнче ĕçлерĕ. 1973-1976 çулсенче биологипе географи предмечĕсене вĕрентрĕ. 1976-1982 çулсенче - шкул çумĕнчи интернатра воспитательте тимлерĕ. Шкул ĕçне парăннă атте хăй ĕмĕрне ачасене вĕрентессине халалларĕ. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре 45 çул ытла тăрăшрĕ. Вячеслав Дмитриевич тăван колхозра нумай çул хушши пропагандистра тимлерĕ. Ятлă-сумлă çын пулнă вăл. Ыратакан вăрçă суранĕсем ăна пĕрмаях асаилтерсех тăратчĕç…
Вăл тăнăç пурнăçра "За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина", "30 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов", "60 лет Вооруженных сил СССР", "Ветеран труда" (1982 ç.), "40 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов", "70 лет Вооруженных сил СССР" юбилей медалĕсене тивĕçнĕ. Вăрçăран таврăнсан аттепе анне иккĕшĕ ултă ачана - Альбинăна, Ноннăна, Ольгăна, Геннадие, Светланăна, Еленăна - пăхса çитĕн-терсе ура çине тăратнă. Пире тĕрĕс воспитани парса, юратса çитĕн-тернĕ, ĕçе вĕрентнĕ, пĕлỹ панă, Тăван çĕршыва усăллă çынсем тума тăрăшнă. Анне те ырă, ăшă кăмăллăччĕ, уçă чунлăччĕ. Вашаватлăхĕпе пурне те хăйĕн патне туртатчĕ. Нимĕнле ĕçе те тиркемен, тем те ĕçлеме пултаракан, таса чунлă, сăпайлă, йывăрлăхра кирек кама та пулăшма хатĕр, тăрăшуллă хĕрарăмччĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр çирĕм çул хушши Ленин ячĕллĕ колхозра ырми-канми тăрăшса ĕçлерĕ. Анне - тыл ĕçченĕ. Вăл "За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов" (1993 ç.) тата "50 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов" (1995 ç.) юбилей медалĕсене, "Ĕç ветеранĕ" медале (1978 ç.) тивĕçнĕ. Çук ĕнтĕ аттепе анне çут тĕнчере, çапах вĕсем - ĕмĕрех пирĕн асăмра. Совет салтакĕсем фашистла Германие çапса аркатса туптанă Аслă Çĕнтерỹре вăрçăра çапăçнă аттен тỹ-пи те, тылра кунĕн-çĕрĕн фронт валли ĕçленĕ аннен тỹпи те пысăк пулнине калас килет. Вĕсен тỹсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастăп.
Светлана ЯРУТКИНА, Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"