АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмăн йĕркеллĕ пулмалла

17 апреля 2015 г.

Хĕрарăм - пурнăç тыткăчи, тетпĕр. Апла пулсан хĕрарăмăн йĕркеллĕ пулмалла. Пурнăç пурнасси - уй урлă каçасси мар çав. Пурнăç пирки пирĕнтен кашни расна шутлать, ку тема тавра çырмалли те, калаçмалли те пайтах. Юлашки вăхăтра хĕрарăм самаях вăй илме пуçларĕ. Ку енĕн ырри те, усалли те пур, паллах. Паянхи кун районта амăшĕ пурăннă çĕртех тăлăх ачасем те сахал мар. Алимент тỹ-лессинчен пăрăнакан хĕрарăмсем те çук мар. Ачисене, мăшăрне, тăванĕсене эрехпе улăштарнă хĕрарăмсем те пирĕн районта нумаййăн. Тирпейсĕр хĕрарăмсем те пайтах: кил-çурт урайне çуса тухсан та хура шывне урама иртен-çỹрен вырăна кăларса тăкаççĕ, ăпăр-тапăр япалисемпе çỹп-çапне те урамах кăлараççĕ тата çитменнине ачасен усă курнă памперсĕсене çырмасене, вăрмансене, çул хĕррисене кайса пăрахаççĕ... Кун йышши хĕрарăма тирпейлĕ теме пулать-ши вара? Çавăн пекех хăйсен çывăх çыннисене (ытларах мăшăрĕсене) улталаса суйса пурăнакансене те самаях курма пулать. Кăнттам, тепринпе çиллессĕн сăмах хушакан хĕрарăмсене час-часах курма тỹр килет: урамра, лавккара, больницăра, пĕр-пĕр кантурта. Вулаканăм, çỹлерех асăннисене хĕрарăм шутне кĕртме пулать-и? Манăн вара вĕсене çын шутне те кĕртес килмест. Çỹлти Турă вара хĕрарăма амăш пулма панă. Пирĕн ачасем йĕркесĕр хĕрарăмсене курса ỹссен малашнехи пурнăç мĕнлерех пулĕ-ши... Апрелĕн 10-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!" гала-концерт иртрĕ. Гала-концертра тралькассисем "Эп ухмах хĕрарăм-и?" сценка лартса пачĕç. Ĕçсем паянхи пурнăçпа çыхăннă. Хĕрарăм рольне Венера Романова питĕ лайăх вылярĕ. Залра ларакансем ахăлтатсах кулчĕç. Култăмăр çав, хамăртан, хĕрарăмăн йĕркесĕрлĕхĕнчен култăмăр! Çавăнпа та, юратнă хĕрарăмсем, хамăр тавра çаврăнса пăхар-ха. Тен, хĕрарăм лайăх пулсан арçын та ĕçме пăрахĕ, ачасем те йĕркеллĕ ỹсĕç, тăван-пĕтенпе те килĕ-штерсе пурнăпăр... Хĕрарăм _ пурнăç тыткăчи. Апла пулсан пĕтĕмпех пирĕн алăра. Юратнă хĕрарăмсем, ĕмĕр кĕске пулнă май ăна чыслăн ирттерер! Малтан хамăра юратасчĕ, чыса çухатас марччĕ. Юратасчĕ мăшăра (эпир юратсах пĕрлешнĕ-çке-ха), ачасене, атте-аннене, тăвансене, юлташсене, ĕçтешсене... Юратасчĕ тăван çĕре! Апла пулсан пĕр-пĕр-не ырăлăх, ĕçченлĕх, тасалăх, чăтăмлăх, тỹсĕмлĕх, чыслăх, илемлĕх сунар.

Алина Оринова.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика