17 апреля 2015 г.
Экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрĕ, ял территорийĕсене, çул хĕррисене, масарсене, тавралăха хăтлăхпа тирпей-илем кỹрес, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене туса ирттермелли пирки, нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсассипе, социаллă пенсие тата федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем тивĕçекен уйăхсерен паракан тỹлевсене индексацилессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕç апрелĕн 15-мĕшĕнче, Информаци кунĕнче, районти кашни ял тăрăхĕнче. Çавăн пекех Информаци кунне хутшăннисем информаци ушкăнĕсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç: уйрăмах çынсене сĕт хакĕ чакса пыни калаçтарать, томографи тума ытти районсене çỹрени те йывăрлăх кỹрет, 1991 çулччен вилнĕ вăрçă участникĕсене палăк лартса памалли çинчен саккун йышăнманни те пăшăрхантарать. Асăннă ыйтусене Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕ федераци шайне çитерме шантарчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"