17 апреля 2015 г.
Кăçал пирĕн республика территорийĕнче "Çĕнтерỹ вăрманĕ" Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Ăна Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă. Акци вăхăтĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ кашни çын ячĕпе йывăçсем лартĕç. Апрелĕн 25-мĕшĕнче иртекен акцие ветерансемпе, шкул ачисемпе, депутат-семпе, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе пĕрле районти пур çын та хутшăнма пултарать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчен вăрçа 8020 çын тухса кайнă, 4202-шĕ каялла таврăнайман. Кашни килтех вăрçа тухса кайнă тăванĕсем - ашшĕ е амăшĕ, мăшăрĕ, маçак-кукашшĕ, пиччĕшĕ е шăллĕ - пур. Вĕсен ячĕпе лартнă йывăç асăнмалăх юлать. Çак ĕçе ял тăрăхĕсен пуçармалла. Çĕнтерỹ ячĕпе йывăçсем лартма эпир пурте тухаятпăр, ку хамăр вăйпах тума пултаракан ĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"