17 апреля 2015 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2015 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче 100№ Указĕ-пе килĕшỹллĕн Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, "Ленинград блокадинче пулнăшăн" паллăна тивĕçнисене, вăрçă вăхăтĕнче фашистсен концлагерĕ-сенче, урăх çĕрте ирĕксĕрлесе тытнă çул çитмен çамрăксене, Финлянди, Япони тата Аслă Отечественнăй вăрçăсенче пуçне хунă салтаксен мăшăрĕсене, ĕçпе вăрçă участникĕсемпе инвалидсен тăлăх арăмĕсене 7000 тенкĕ параççĕ. Тыл ĕçченĕсене, "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале илме тивĕçнисене, нацистсен концлагерĕ-сен, тĕрмесен узникĕсем пулнисене 3-шер пин тенкĕ тỹлеççĕ. Пĕр хутчен паракан укçа-тенке илме ятарлă документсем кирлĕ мар. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ ăна пенсипе пĕрле куçарса парать. Районта пĕр хутчен паракан тỹлеве асăннă категорири çынсене пама пĕтĕмпе 2758000 тенкĕ укçа хывнă.
Транспортпа тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ
Унта автобуссем кăна мар, пуйăссем, авиа тата юханшыв транспорчĕсем те кĕреççĕ. Ветеранпа пĕрле тепĕр çын, ăна илсе çỹрекенни, тỹлевсĕр кайма пултарать. Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те тỹ-левсĕр çỹреме май пулĕ. Хальлĕхе пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 14 фронтовик Мускаври, Питĕрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийĕсене хутшăнма кăмăл тунă. Ветерансене вокзала та илсе çитерĕç. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов пĕлтернĕ тăрăх, тỹлевсĕр çỹрес тесессĕн вокзалсен кассисене пырса кирлĕ документсене хатĕрлеттермелле. Кун валли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, инваличĕ пулнине ĕнентерекен удостоверени, паспорт кирлĕ. Ветеранпа çула тухаканăн паспорчĕ те билет туянма кирлĕ пулать.
Хамăр инф.
Источник: "Пирěн пурнăç"