17 апреля 2015 г.
Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ хушма укçа тăвас тĕллевпе ĕне тытать. Хăшĕсемшĕн çакă чĕрĕ укçа паракан пĕртен-пĕр май пулса тăрать. Выльăх усрама çăмăл мар хресчене, ĕçленине кура выльăхран тупăшне те ытларах илес килет. Анчах хăй туса илнĕ продукцие лайăх хакпа вырнаçтарасси калаçуллă пулса тухать.
Акă çуркунне çитрĕ те сĕт хакĕ те чакма пуçларĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 26-мĕшĕнче района килсен те, юнкунхи Пĕрлехи информаци кунĕнче те çивĕч калаçнă. Хальхи вăхăтра районта сĕте халăхран 14 тенкĕпе пуçтараççĕ. Сĕт йỹнелни заводсенче ăна йỹнĕ хакпа йышăнма тытăннипе çыхăннă иккен. Халăх хакпа кăмăлсăр. Çитменнине сĕт пухакансем килти хуçалăхсенче пухнă сĕтĕн пахалăхĕ начарри çине йăвантараççĕ. Çавăнпа вĕсем сĕт пăрăхĕсем тăрăх килекен пысăк пахалăхлă сĕт туянас кăмăллă-мĕн. Сăмахран, "Коминтерн" хуçалăх çакăн пек майпа суса илнĕ пысăк пахалăхлă сĕте кулленех завода ăсатать. Унсăр пуçне республикăна Белоруссинчен таса продукци те нумай килет иккен. Кун пек чухне чăвашăн шыв хушнă, хăймине пухса илнĕ сĕтне ялăн-ялăн пухса çỹрени кирлех-ши текен те пур. Кун пек пулсан ял çынни ĕнене укçашăн мар, хăйне тăранса пыма кăна усрама тытăнасси куçкĕрет.
Аса илтеретĕп, сĕт пахалăхне уçăмлатма районти чĕр-чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци иртнĕ уйăхсенче ятарлă хатĕрсем туянса продукцие тĕрĕслеме пуçланă. Пахалăха кашни икĕ эрнере пĕрре палăртаççĕ. Ытти кун сутнă продукци пахалăхĕ паллă мар. Сĕт пуçтаракансем хăйсен приборĕпе пахалăха уçăмлатма пултараççĕ. Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе ветспециалистсем справка çыраççĕ, унпа кашни хушма хуçалăха паллаштараççĕ. Анчах килти хушма хуçалăхсен сĕтне тĕрĕслени хальлĕхе сутлăх хака ỹстерме пулăшмарĕ. Сĕт сутаканпа пуçтаракан хушшинче ĕçлĕ çыхăнăва килĕшỹпе çирĕплетмен пирки пахалăх, сĕтшĕн тỹлес, икĕ енне тỹрремĕнех пырса тивекен ытти ыйту тĕлĕшĕпе пĕр-пĕрин умĕнче яваплă мар. Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе ĕçлеме хушнă. Продукци пухакансем килти хуçалăхсемпе килĕшỹ тусан çеç сĕт пахалăхне кура тỹлес ĕçе ăнăçлă йĕркелеме май килĕ, тен. Çак ыйтупа район администрацийĕ апрелĕн 26-мĕшĕнче канашлу ирттерме палăртнă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"