17 апреля 2015 г.
Районта туберкулезăн пур формипе те чирлекенсен шучĕ пысăк. 2013 çулхипе танлаштарсан (135,5 процент, çĕнĕрен чирлекенсем 27 çын пулнă) 2014 çулта чирлисен шучĕ чакнă пулин те _ 104,2 процент, кăтартусем çав-çавах савăнтармаççĕ _ 20 çын тин чирлеме пуçланине тупса палăртнă. Чирлисем хушшинче ачасем çук. Ытларах 35-54 çулхи ĕçлеме пултаракан арçынсем чирлеççĕ, анлă сарăлни _ сывлав органĕсен туберкулезĕ. 2013 çулта пурăнакан 100 пин çын пуçне туберкулезпа чирлесе пĕр çын вилнĕ, пĕлтĕр вилекенсем пулман. Паянхи куна районта туберкулезпа чирлекен тăватă çынна шута илтĕмĕр (ку _ унччен шута илнисемсĕр пуçне). Вĕсем хушшинче ачасем çук. Шел те, çак чир пĕр çын пурнăçне татрĕ. Аса илтеретпĕр, туберкулез - инфекци чирĕ, вăл чирлĕ çын сунасланă, ỹсĕрнĕ, калаçнă чухне те ерме пултарать. Чир сывлăш урлă куçнăран унран никам та хỹтĕ-ленмен. Туберкулезпа чирленине тупса палăртмалли мел _ флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухни. Чире ирех тупса палăртсан унран пĕтĕмпех сывалма пулать.
А.ПЕШКОВА, район больницин врач-фтизиатрĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"