АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Моряк фронтра та сăвă çырнă

17 апреля 2015 г.

Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ, район хаçачĕ 85 çул тултарнă май пурнăçне вăрçăпа тата хаçатпа çыхăнтарнă çын çинчен ниепле те çырмасăр пултараймастпăр. Вăл _ Михаил Назаров (Айкир), Тăван çĕршыв вăрçинче Мурманск хулине хỹтĕленĕ моряк. Михаил Айкир Петĕр Ялкир сăвăçпа пĕр ялтан тухнăскер, иккĕшĕ те Çĕн Ирчемесре çуралнă. Район энциклопедине, "Журналисты Чувашии" тĕпчеве Михаил Назаров педагог, журналист, редактор ячĕпе кĕрсе юлнă. Айкир вăрçăччен Чулхулари автозаводра тăрăшнă, Етĕрнери педтехникумра учитель ятне илнĕ, Шупашкарта тата хамăр район хаçатĕн-че ĕçленĕ. Мускаври Литература институтĕнче вĕреннĕ. Анчах хăйне сăвăç пек кăтартман, сăввисене М.Суров, Я.Сурцев, Я.Сурский ятсемпе алă пусса пичетленĕ. Михаил Айкир поэзие чунтан юратнă, сăвăç чунлă çынсем патне туртăннă. Шупашкарта республика хаçатĕнче ĕçленĕ чухне Иван Ивник сăвăçпа туслашнă, кайран район хаçатне куçсан та çыхăнăва татман. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăр çиччĕмĕш çулсенчи синкерлĕх район хаçатне те пырса лекнĕ. "Çĕнтерỹ çулĕ" хаçат редакторĕн çумне Ф.Колюшкина тытса кайнă, ун хыççăнах _ Çĕпритун Шăпчăк редактора. Редакци секре-тарĕнче ĕçленĕ Айкир ним тăхтаса тăмасăр, меллĕ самантпа усă курса, икĕ çуллăха районтан Омск (хальхи Тюмень) облаçне Çĕн хурăнлăх ялне учительте ĕçлеме тухса кайнă. Çĕпĕртен таврăнсан ăна çара илнĕ. Малтан Михаил Айкир Ленинград округĕн-че хĕсметре тăнă, вăрçă пуçлансан Карели фронтĕн-че 104-мĕш артиллери полкĕнче çапăçнă, унтан Çурçĕр флочĕн çыран хỹтĕлевĕн çарне лекнĕ. Норвегири Муста Тунтури чуллă тăвĕсем çинче, Кола çур утравĕн Рыбачий сăмсахĕнче, сивĕ те хаяр кĕтесре, çапăçнă. Михаил Айкир унта та сăвăсем çырнă. Çав вăхăтри сăввисем, ал çырăвĕсем, фронтри юлташĕсем çырнă çырăвĕ-сем, телее, çухалман. Вĕсене Михаил Айкир хĕрĕ Эльвира Григорьева учительница-пенсионерка тирпейлĕ упраса хăварнă. Çакăн çинчен Виталий Станьял таврапĕлỹçĕ теми-çе çул каялла "Хыпар" хаçатра çырса кăларнăччĕ. Виталий Станьял Айкирĕн сăввисене тишкернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă: "Михаил Айкирĕн вăрçă çулĕсенчи çар поэзийĕн чи лайăх тĕслĕхĕсен ретне тăмалли сăвăсем те пур. Вĕсенчен пĕри _ "Ĕнентерỹ" сăвă. ...Чăваш поэзийĕнче Инçет Çурçĕр çинчен çырни Михаил Айкирăн кăна пулас. Урăххисенне вуламан эпĕ. Çавăнпа унăн сăввисем маншăн уйрăмах хаклă. Унăн сăввисенче _ вăрçă сасси, вăрçă хавхи", _ тенĕ хăйĕн стат-йинче Станьял. Фронтра Айкир йывăр аманнă, сывалнă хыççăн ăна окопсенчен Çурçĕр флочĕн "Североморец" хаçатне ĕçлеме куçарнă. Çавăнта чăваш ачи паллă журналистсемпе _ Александр Черномыспа, "Прощайте, скалистые горы" юрă авторĕ-пе Николай Букин сăвăçпа, талантлă сăвăç-фронтовикпа Дмитрий Ковалевпа паллашнă. 1945 çулта Айкир тăнă çара самурайсене хирĕç çапăçма ăсатнă. Тинĕсри хаяр тытăçусем хыççăн моряксен десанчĕсем Китайри Порт-Артур, Дайрига, Çурçĕр Корейăн Юки, Расин, Гензан хулисен порчĕсене ярса илнĕ. Июль-август уйăхĕ-сенче тинĕсре, портсемпе хуласенче тăвăллă çапă-çусем кĕрленĕ. Михаил Айкирĕн фронтри сăввисем сайра пичетленнĕ. Журналист ытларах пайне район хаçачĕпе çыхăнтарнă пул-сан та, хаçатра сăввисене пичетлемен вăл. Вăрçăра вута кĕме хăраман салтак тăнăç пурнăçра поэзие хỹтĕ-леме хăват çитереймен пулас. Çапла тума сăлтавĕ-сем пулнах-тăр унăн. Михаил Айкир малтанах хаçатăн секретарĕнче ĕçленĕ пулсан, 1952-1962 çулсенче "Çĕнтерỹ çулĕпе" хаçатăн тĕп редакторĕнче вăй хунă. Çавăнпа унăн кун-çулĕ хаçат историйĕшĕн уйрăмах хаклă.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика