АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çỹп-çап çунтарса пушар тăвар мар

22 апреля 2015 г.

Апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне районта пилĕк пушар пулнă, пĕлтĕр ку вăхăтра - 12. Вутра кăçал 3 çын пурнăçĕ татăлнă, пĕлтĕр ку тапхăрта - 4 çын. Кăçал пĕтĕмĕшле тăкак 365 пин ытла тенкĕпе танлашнă, 2014 çулти январь-апрель уйăхĕсенче - 635 пин тенкĕпе. Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çуркунне суб-ботниксем ирттеретпĕр. Кашни хăйĕн хушма хуçалăхĕнче тирпей-илем кĕртме пуçлать. Пухăннă ăпăр-тапăра, çỹп-çапа çунтарма пуçлатпăр. Кунта вара кашнин яваплăха туйса асăрхануллă пул-малла! Явапсăрлăха пула паян Çĕпĕрти йывăр-лару-тăрăва куратпăр. Пĕр Хакаси Республикинчех пин ытла кил-çурт кĕлленчĕ, вун-вун çын кун-çулĕ татăлчĕ, çĕршер çын аманчĕ. Çỹп-çаппа типĕ курăка çунтарнă чухне çак правилăсене пăхăнасчĕ: - çиллĕ çанталăкра çунтармалла мар; - çунтаракан вырăнтан хуралтăсем 50 метрта вырнаçмалла; - алă айĕнче пушар сỹнтермелли хатĕрсем пулмалла (витрепе шыв тата ытти те); - вут-çулăма ачасене шанса тата сăнавсăр пăрахса хăвармалла мар; - юлашкинчен шывпа сапса сỹнтермелле е тăпрапа хупламалла; - кĕле те хуралтăсем çывăхне тăкмалла мар. Манмалла мар: пу-шар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăснăшăн административлă тата уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Хисеплĕ хĕрлĕчутайсем, хăнасем! Сире вут-çулăмпа асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр. 

Сергей СОРОКИН, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика