22 апреля 2015 г.
Хальхи ачасем Интернет сетĕнчи вăйăсене çав тери пысăк интереспа выляççĕ. Компьютер умĕнче вĕсем кунĕн-çĕрĕн ларма хатĕр. Час-часах калаçма вĕренсе çитеймен ача компьютер патне туртăннине курма пулать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ вара вăйăра ачан ăс-тăнĕ аталанать, вăхăта усăллă ирттерет, теприсем онлайн-вăйă астаркăча тухса пăхăнтарма пуçлать те чирлеттересех ярать, теççĕ. Хăшĕ тĕрĕс-ши? Ман шутпа, компьютер вăййисенче усси пур пулĕ-ха та, анчах вĕсем ачан çулĕпе килĕшсе тăмалла. Сăмахран, шкул çулне çитменни шахмат, шашка, пазлсем, пуçватмăшсем, музыка енчен аталантаракан вăйăсем вылясан лайăх. Кĕçĕн классенчисем вĕренỹ учебникĕ-семпе çыхăннă вăйăсене выляччăр. Тĕрлĕ "пемелли", "аташса çỹремелли", "монстрсем çинчен" тата ытти вăйăсем ачасемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Сехечĕ-сехечĕпе виртуаллă тĕнчере çынсене пемелле вылякан ача ахаль пурнăçра ырă çын пуласси те иккĕлентерет. Пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, ачасем мĕнле сайтсене кĕнине, виртуаллă уçлăхра мĕн чухлĕ вăхăт ирттернине, мĕнле вăйăсем вылянине пĕлмелле. Тата ачасене нихăçан та укçалла выляма юраманнине ăнлантарса памалла. Тăтăшах выляни психологи енчен пăхăнса тăрасси патне те илсе çитерет. Психологсемпе тухтăрсем шучĕпе ачана 4 çулччен компьютер патне лартма юрамасть. Хăвăр шутласа пăхăр-ха, пĕчĕк ачан унта мĕн тумалла? 5-6 çулсенче çур сехетлĕхе аталанма пулăшакан вăйăсем выляттарма юрать. 7 çултан пуçласа компьютер умĕнче пĕр сехет сывлăха сиен кỹмесĕр ларма юрать. 10-12 çулсенче - 2 сехет, 16 çула çитиччен - 4 сехетрен ытлашши мар (анчах порцисем çине пайламалла, 30-40 минут, вĕсен хушшинче пĕр сехет çурă тăхтав тумалла). Хальхи йышши медицина тĕпчевĕсем компьютер вăййисем нумай чир-чĕрĕн сăлтавĕ пулса тăнине çирĕплетеççĕ. Пĕрпек алăпа, пỹрнесемпе ĕçлесе ларакансен хăйсен чир пуçланса каять. Малтанрах çав чирпе пĕрмай мăлатукпа ĕçлекен строительсем чирленĕ иккен. Халĕ алăсем, хулпуççи ыратма тата куç япăх курма пуç-ласси компьютертан уйрăлма пĕлменнисене пырса тивет. Ача организмне аталанма хускалмасăр ларни мар, ытларах хус-кални кирлĕ. Аса илĕр-ха, тахçан ачасем урамран та кĕме пĕлмен, тĕрлĕ вăйă вылянă, халĕ пăхăр-ха - урамра пĕр ача та курăнмасть. Унсăр пуçне компьютер вăййисем ачан психикине витĕм кỹреççĕ, хăйне сĕмсĕр тыткалама, хăвăрт тарăхса кайма пуçлать, итлеме пăрахать. Çакăн пирки учительсем те пухусенче калаççĕ. "Эпир ачасемпе ĕçлени çителĕксĕр, пирĕн ашшĕ-амăшĕ-пе пĕрле тачă çыхăнса воспитани памалла", - теççĕ вĕсем. Эпир çак сăмахсемпе килĕшетпĕр, анчах сăмах тытасси кашнинчех тата кашнийĕнех пулса пымасть. Çавăнпа та ашшĕ-амăш-не çакăн пек калас килет: енчен те пирĕн ачасем пушă вăхăта компьютер умĕнче кăна ирттереççĕ-тĕк, вĕсене экран умĕнче нумай ларма ирĕк панăшăн эпир хамăр айăплă. Ачасене урăх ĕçе явăçтарма тăрăшмалла, спорт секцине ямалла, интереслĕ ĕç тупма пулăшмалла.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"