АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăнтăрлах çаратнă

22 апреля 2015 г.

Вăрă-хурахла ĕç тăвас шутлисем хăйсем валли тупаççех. Акă 2014 çулхи декабрĕн 31 мĕшĕнче 12 сехет те 15 минут тĕлнелле ют пурлăха хапсăнса пуяс текен пĕр хĕрарăм, хăйĕн пĕлĕшĕпе район центрĕнчи пĕр каферен эрех ĕçсе тухаканскер, палламан ỹсĕр çын коридорта çывăрса выртнине асăрханă. Хăй мĕн тунине ăнкарсах, хуть те хăш вăхăтра ăна кафе ĕçченĕсем асăрхама пултарнине пĕлсех вăл çак ỹсĕр арçынна çаратас тĕллев лартнă. Ун çумĕнче выртнă 200 тенкĕ тăракан спорт сумкине вăрланă. Унта 2800 тенкĕ тăракан джинс йĕм, 2600 тенкĕлĕх хĕллехи арçын пушмакĕ, 60 тенкĕлĕх икĕ мăшăр нуски, 1200 тенкĕлĕх трико тата 10 пин тенкĕ укçа пулнă. Çавăн пекех джинс йĕм кĕсйинче 700 тенкĕ тăракан сотовăй телефон пулнă. Çак япаласене вăрласа хайхи хĕрарăм тарса çухалнă та ют пурлăхпа хăйне кирлĕ пек усă курнă. Пĕтĕмпе вăл асăннă арçынна 17 пин те 560 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ, РФ УК-н 158 статйин 2-мĕш пайĕн "в,г" пункчĕсемпе пăхса хунă преступление тунă. Ăна хăвăрт тупса палăртнă. Хăйĕн айăпне хĕрарăм йышăннă, тăкакне саплаштарнă.

Э.КОНДРАТЬЕВ, следстви уйрăмĕн следователĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика