22 апреля 2015 г.
Халăха патшалăх пулăшăвĕ-семпе тивĕçтересси шалти ĕçсен органĕсен ĕçĕн пĕр енĕ пулса тăрать. Малтанхи пекех Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи информаци центрĕ тивĕçтерекен пулăшусенчен чи анлă сарăлни - судпа айăпланине (е айăпламаннине) ĕнентерекен справкăсем парасси. Нумаях пулмасть асăннă справкăна патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕ урлă, çавăн пекех вырăнти полици уйрăмĕнче илме пулатчĕ. 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара, граждансене меллĕ-рех пултăр тесе, ЧР ШĔМ-ĕ Нумай функциллĕ центрпа çыхăнса ĕçлеме килĕшỹ тунă. Халĕ судпа айăпланине (е айăпламаннине) çирĕплетекен справкăна патшалăх пулăшăвĕсен переченьне кĕртнĕ, ăна "пĕр чỹрече" мелĕ-пе параççĕ. Заявлени çитнĕ хыççăн тепĕр кунне НФЦ сотрудникĕсем ăна ЧР ШĔМ-ĕн информаци центрне яраççĕ. Нумай функциллĕ центр çак адреспа вырнаçнă: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерỹ лапамĕ, 1-мĕш çурт, пĕрремĕш хут. Çавăн пекех заявление патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕ урлă тăратма пулать: www.gosuslugi.ru сайта кĕрсе электрон заявление тултармалла, ун çумне кирлĕ документсен копийĕсене (сканерпа) чикмелле. Заявление регистрациленине уведомленипе пĕлтереççĕ. Унсăр пуçне ыйтнă документ хăçан хатĕр пулнине кăтартаççĕ.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"