АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тул пĕрчи ылтăн вырăнĕнче пулнă

22 апреля 2015 г.

Ачалăх. Пулнă-ши вăл ман? Вăрçă пуçланнă çул эпĕ çичĕ çулта кăначчĕ. 1938-1939 çулсенче пĕчĕк пулнă пулин те аттене, Захар Владимирович Шишкова, арестленине астăватăп. Пуян хресчен пулнăшăн-ши? Хăшĕ-пĕри ăмсаннă та пулĕ. Аттене "халăх тăшманĕ" тенĕ. Çапла анне тăватă ачапа тăрса юлчĕ. Аттерен хыпар нумай вăхăт пулмарĕ. Следстви виçĕ уйăх пычĕ, унтан суд пулчĕ. Аттене виçĕ çуллăха Кемерово облаçне ăсатрĕç. Тĕрмере сивве тата выçлăха пула атте туберкулезпа аптăраса вилнĕ. Вăрçă пуçлансан ялти халăх арçынсемпе çамрăксене, тăванĕсене фронта ăсатрĕ. Хĕрарăмсем çири тĕрĕллĕ саппунсене хуса хаяр куççулĕсене шăлни паянхи кун та куç умĕнче. Вăрçа тухса каякансем пурте пирĕн кил умĕнче сывпуллашатчĕç. Фронта 18 çул тултарнă яшсемпе хĕрсем те тухса каятчĕç. Ялта шкул пурччĕ. Учитель-ницăна Прасковья Николаевна тесе чĕнетчĕç. Вăрçă пуçлансан ăна та фронта ячĕç. Унтан вăл аманса таврăнчĕ, сывлăхĕ те хавшакчĕ, туяпа çỹретчĕ. "Вĕренĕр, тăрăшăр, çын пулатăр!" _ тетчĕ вăл пире, ачасене. Вăй пур таран кашни ача патне пыратчĕ. Асапланса вилчĕ вăл. Чи хăрушши вăрçă çулĕсен-чеччĕ. Выçлăх кунĕсем... Выльăх ытлашши усраман. Икĕ сурăх пурччĕ, вĕсене пичче Иваново облаçне ĕçлеме тухса кайиччен пусрĕ. Унтан ăна фронта илсе кайрĕç. Сурăх ашне тăварласа хурана хунине астăватăп. Анчах та çинине - çук. Хурансене вăрласа кайнине кайран тин пĕлтĕмĕр. Малтанах çĕр улми пурччĕ. Ăна çинĕ те. Йăмăкăмпа, Фенечкăпа, хуранта "яшка" пĕçереттĕмĕрччĕ: шыв тата тĕрлĕ ỹсен-тăран яраттăмăрччĕ. Тăвар та çукччĕ. Пĕррехинче чирлесе кайрăм. Мана пỹртекỹнчи кравать çине хучĕç. Турă мана вилме памарĕ, Çăлавçăна ячĕ. Вăл Тайков хушаматлăччĕ. Çак арçын аттепе пĕрле тĕрмере ларнă. Виличчен атте ăна çемйине кайса курма ыйтнă-мĕн. Тайков врач пулнă, ăна Упукушкăнчи больницăна ĕçлеме янă. Вăл мана больницăна илсе кайнă та. Унăн мăшăрĕ Настя мана пăхса тăнă. Тăван киле астăватăп. Фенечка вилнине... Фенечка сĕтел айне кĕрсе ларчĕ, çăварĕнче курăк, аллинче çĕçĕ. Сĕтел айĕнчех вилсе кайрĕ. Анне ун чухне Вишенерте ĕçлетчĕ. Аппана пытарма мана та илсе кайрĕç. Хĕрарăмсем вил-тăприне картлаççĕ. Мана: "Хăвăн урусемпе тапта, тапта", - теççĕ. Эпĕ таптама тытăнтăм, темиçе хутчен те ỹкрĕм. Кỹршĕ-ре пурăнакан хĕрарăм вара çапла каласа хучĕ: "Ку хĕрпĕрчи те нумаях пурнаймасть пулмалла. Масар çине тепре киличчен халех шăтăк чавса пытарар мар-и ăна?" Çак сăмахсем паянхи кун та хăлхара янăраççĕ. Чĕрĕ юлма пултартăм. Вăй-халăм темле çитрĕ? Ун чухне çулталăкне пĕрре кашни килтен налук пухнă: 100 çăмарта, 10 килограмм аш-какай (выльăхĕ çук пулсан та), махорка, алсиш-нуски. Пĕтĕмпех колхоза панă, унтан фронта ăсатнă. Ĕне усракансене çăмăлрах пулнă ĕнтĕ. Пирĕн хурал-тăсем - ампар, арман - пурччĕ. Вĕсене анне вăрçă вăхăтĕнче сутса ячĕ. Пĕр çул çĕр улмисĕр тăрса юлтăмăр. Çимелли çуккипе аннепе пĕрле ялсем тăрăх ыйткаласа çỹреттĕмĕрччĕ, Кăрмăша та çитнĕ. Выçлăх халăха таçта та çитернĕ. Пĕр çемье мана усрава илесшĕнччĕ. Хăйсен ача пулман ĕнтĕ. Анчах та анне мана хăвармарĕ. Мана парса хăварнă пулсан, тен, ăна çăмăлрах та пулĕччĕ. Пĕлместĕп. Пĕтĕмпе ялта выçлăх нушалантарнипе 78 çын вилнĕ, ачасем ытларах. Эпĕ çакна кайран тин пĕлтĕм. Ĕçленĕ пулин те пурте япăх пурăннă. Çăвĕпех колхоз уй-хирĕнче утă тунă, кĕркунне тухăç пуçтарнă. Колхозра ĕçленĕ чухне кăштах та пулин çитеретчĕç. Çавăнпа ĕçе кашни кун тухаттăмăрччĕ. Пысăк хуранта тулă яшки пĕçернине астăватăп. Ачасене пĕр курка ярса паратчĕç, аслисене - иккĕ. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех аслисемпе тан ĕçленĕ. Пĕр курка яшкашăн пур нормăна та тултарма тăрăшнă эпир. Вăй çук пулсан та ĕçленĕ. Кашни тул пĕрчи ылтăн вырăнĕнчеччĕ. Ялта пурăнакан кашни çын выçлăх мĕнне пĕлнĕ-çке. Тăваттăмĕш класс хыççăнах аслисемпе тан çулнă. Паллах, çăмăл мар пулнă пире, ачасене. Вăл вăхăталла салтаксем те яла таврăнма тытăнчĕç: суранланнисем, ал-урасăррисем. Пирĕнпе хирĕçле Яковлевсем пурăнатчĕç, вĕсен аслашшĕ вăрçăран хăрах урасăр таврăннăччĕ. Вăл пире кăна мар, ытти çемьесене те пулăшатчĕ. Совет салтакĕсем фашистсене çĕнтерме пуçласанах ялти пурнăç кăшт лайăхланчĕ: шĕвĕ яшка вырăнне çăра пăтă паратчĕç. Çапла вăрахăн ура çине тăтăмăр та, вăй пухрăмăр, чĕрĕлтĕмĕр..." _ вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Кив Атикассинче пурăнакан Нина Захаровна Андреева (Шишкова) вăрçă çулĕ-сене асаилсе.

Ираида ЕВСЕЕВА, Çĕн Атикасси ялĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика