АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев отчет тунă

24 апреля 2015 г.

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 30-мĕш сессийĕнче республикăри Министрсен Кабинечĕ 2014 çулта ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен отчет тунă.

Вĕрентỹ, сывлăха сыхлас ĕç, социаллă политика, спортпа культура валли 2014 çулта 32,7 млрд тенкĕ (2013 çулта - 31,2 млрд тенкĕ) уйăрнă. Çакă бюджетăн мĕнпур тăкакĕсен 68,5 проценчĕпе танлашнă.

Юлашки 4 çулта республика бюджечĕн тупăшĕсен индексĕ 126,6 процент пулнă. Ку кăтарту Раççейри вăтам кăтартуран - 123,2 процент - пысăкрах.

Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсене пурнăçлама 2014 çулта 6 млрд та 781,3 млн тенкĕ тăкакланă. Çакă 2013 çулхипе танлаштарсан 87,4 процент нумайрах. Уйрăм категорири ĕçченсен ĕç укçине ỹстерме 3 млрд та 89,2 млн тенкĕ усă курнă.

Иртнĕ çул ялхуçалăхĕшĕн те ăнăçлă пулнă. Ялхуçалăх предприятийĕсен 80 проценчĕ çулталăка тупăшлă вĕçленĕ. Таса тупăш 1,6 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку кăтарту 2013 çултинчен икĕ хут пысăкрах.

Агропромышленность комплексне уйăракан патшалăх пулăшăвĕ 2,4 млрд тенкĕпе танлашнă.

Ял çыннисем ыйтнипе кăçап ялсенче вак чул сарнă çулсем 106 километр тума палăртнă.

Юлашки 3 çулта демографи кăтартăвĕ те лайăхланать. Халăх йышĕ ỹсни 0,6 промиллепе танлашнă, çуралассин коэффициенчĕ - 1 пин çын пуçне 13,9.

2014 çулта çĕнĕ 15 ача сачĕ хута янă. Çак тĕллевпе 1 млрд тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне черетре тăракан 2 çултан аслăрах ачасене пурне те садикри вырăнсемпе тивĕçтереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика