24 апреля 2015 г.
Çак ятпа ытларикун чăваш тата наци телевиденийĕпе, "Советская Чувашия" хаçатра çĕнĕ проект хута кайрĕ. "Пирĕн республика. Тĕп тема" проект республикăра физкультурăпа спорта пысăк тимлĕх уйăрнине, ỹсĕмсене тата малашнехи тĕл-левсене палăртрĕ.
Пĕлме: республикăра 3 пин те 800 спорт сооруженийĕ, çак шутра 11 стадион, 66 бассейн, 3 пăр катокĕ. Кăçал 7 пин те 500 çын вырнаçакан Пăр керменĕ хута кайĕ, ăна июнь уйăхĕнче уçма палăртнă.
Асăннă проект пирки тĕплĕнрех çитес номерсенче.
Хамăр инф.