АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пулнă, пур пулатпăр!

24 апреля 2015 г.

Çак кунсенче манăн студент пулнă вăхăтсен çăтмахĕнче пулма тỹр килчĕ. Эпĕ аслă пĕлỹ илнĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çĕнелсе, аталанса, çирĕп утăмсемпе утнине курса-пĕлсе савăнтăм. Çамрăк вăхăтсене аса-илсех троллейбуспа тĕп хула тăрăх çулçỹреве тухрăм. Аталансах, çĕнелсех, хитреленсех, пуянлансах пырать тăван хуламăр!

Троллейбуса кĕрсенех тăван чĕлхепе çырнă плакат çине куç кайрĕ.

Вулатăп: Апрелĕн 25-мĕшĕнче - Чăваш чĕлхи кунĕ

Эсĕ ма-ха хăратăн, чăваш,

Пуплеме чăвашла савăнса?

Эсĕ чăх-и, мĕскĕн мулкач,

Пурăнатăн пулсан йăпшăнса?

Çук тăванăм, эс - çын, мулкач мар

Вăтанмашкăн тăван чĕлхерен.

Чăвашла калаçма хăнăхар

Ăçта та хамăрла, чĕререн.

(Аркадий Русаков).

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ ЯЧĔПЕ САЛАМЛАТПĂР!

Тĕрĕс çырнă. Çыраканнине те, плакат кăларас тата йĕркелес ĕçе хутшăн-нă пур çынна та пуç тайса тав сăмахĕ калатăп, малашне те вĕсен çакăн пек творчествăлла ĕçре çитĕнỹсем пулччăр.

Тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр пулин те паян тăван чĕлхемĕр пирки татса паман ыйту чылай. Сăмахран, хамăр чăваш пулин те, хамăр ачасемпе вырăсла калаçатпăр. Ку - чăвашлăха пĕтерес енĕпе тунă пĕрремĕш утăмсем мар-и?

Темле пулсан та ЭПИР ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР!

Хаклă вулаканăм, йышăнса илсем манран та Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе ăшă салама.

Алина Оринова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика