24 апреля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Çак чаплă уява хатĕрленсе çĕршывĕпех, çав шутра пирĕн республикăра тата районта, тĕрлĕ шайри мероприятисем иртеççĕ. Çĕнтерỹ уявне хатĕрленес ĕçрен шкул ачисемпе вĕрентекенсем те юлмаççĕ. Мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ха паянхи куна ку енĕпе районти шкулсенче? Ачасене патриотизмла воспитани парас ĕç тивĕçлĕ шайра пулса пытăр тесе пирĕн педагогсем мĕн тăваççĕ? Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçрăмăр эпир райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальник тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Шереметьевапа.
- Татьяна Николаевна, Çĕнтерĕве çывхартнă салтаксен паттăрлăхĕ манăçа ан тухтăр тесе районти шкулсенче мĕн-ле тĕллеве пăхăнса ĕçлесе пыраççĕ?
- Çĕнтерỹ кунĕ - пирĕн халăх юратакан, хисеплекен, сума сăвакан уявсенчен пĕри. Çак пĕлтерĕшлĕ уява хатĕрленсе эпир ятарлă план йышăнтăмăр, унăн тĕллевĕ - вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене чысласси, ачасене патриотизмла воспитани парасси. Паян шкулсем умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри вăл - ачасене пахалăхлă пĕлỹ парасси. Çавăн пекех шкулсем ачасене воспитани парас ĕçе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чи кирли - ачасенче патриотизмпа гражданлăх туйăмне вăрат-малла, вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле. Çакна ăша хывнă çын çеç тăван патшалăх ырлăхĕшĕн тăрăшма пултарĕ. Патриотизмла воспитани вăл - патшалăх историне, халăхăн культура йăли-йĕркине пĕлни: кайран историллĕ пулăмсем пирки суйса каланине ан ĕненччĕр. Пирĕн ачасем тĕрĕссине пĕлсе ỹсчĕр тесе тăрăшатпăр та эпир.
- Паянхи куна районти шкулсенче ĕçлекенсемпе вĕре-некенсем Çĕнтерĕве халалланă мĕнле мероприятисене хут-шăннă?
- Ачасене патриотизмла воспитани парас енĕпе пирĕн шкулсем япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Ку ĕçре педагогсен тỹпи питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварас килет. Аслă Çĕнтерĕве 70 çул тултарнине халалланă мероприятисем вĕренỹ учрежденийĕсенче çулталăк пуçланнăранпа тăтăшах пурнăçланаççĕ. Февральте педагогсемпе ачасем "Çĕнтерỹ салючĕ" тата "Чĕррисем асра тытчăр, ăрусем ан манччăр" фестивальсене хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Февраль уйăхĕнчех районти пур шкулта та иртнĕ стройпа юрăсен конкурсĕ çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пулăшрĕ тесе шутлатăп. Ан тив, вĕсен хĕç-пăшалĕсем чăннисем пул-марĕç, анчах та çар формине тăхăнса утни, харăссăн пусса патриотизмла юрăсем юрлани çамрăк армеецсене хăйсем хỹтĕ-левçĕсем пулнине туйма пулăшрĕ. Район шайĕнче вăрçă темипе çырнă сочиненисен конкурсĕ, "Сороковые, роковые..." наукăпа практика конференцийĕ, "Истори кустăрми" вăйă-олимпиада иртрĕ. Вĕсенче Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Хусанушкăнь, Мăн Этмен, Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç. Çĕнтерĕве халалланă спорт мероприятийĕсем те тăтăшах иртеççĕ. Шкул ачисем вăрçă ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тăтăшах тĕл пулаççĕ, вĕсен асаилĕвĕсене итленĕ май вăрçă çулĕсенчи пурнăçпа паллашаççĕ. Ачасем ветерансене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Пирĕн волонтерсем те ветерансене социаллă пулăшу парас енĕпе аван ĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех районта Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа районти шкулсенче вĕренекенсенчен волонтерсен ятарлă корпусне йĕркеленĕ, вĕсем çĕршыв шайĕнчи акцисене хутшăнаççĕ.
- Чăнах та, пирĕн шкулсенче Çĕнтерĕве халалланă ĕç-хĕл вĕресе тăни курăнать. Ку енĕпе ытларах ĕç пурнăçлакан, тимлĕх уйăракан шкул пур-и?
- Пĕр шкулне мухтаса теприне тиркес килмест. Пурте пысăк тăрăшулăхпа ĕçлесе пыраççĕ. Çапах та ачасене патриотизмла воспитани парас, Çĕнтерỹ уявне хатĕрленес ĕçре Хĕрлĕ Чутай шкулĕн пĕлтерĕшĕ пысăк теес килет. Ку шкулта ачасем халăх паттăрлăхне асра тытчăр, астăвăма ăруран ăрăва куçарса пыччăр тесе нумай ĕç тăваççĕ. Ытти шкулсенчи пекех, кунта та Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă класс сехечĕсем, тĕлпулусем, конкурссемпе акцисем, фестивальсем иртеççĕ, ачасем музейсенче пулса кураççĕ,"Астăвăм стенине" те хатĕрлеççĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа хĕрлĕчутайсен "Шкулăн астăвăм кĕнеки" республика шайĕнчи конкурса хутшăнать. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен шкулта "Ачасене - Аслă Çĕнтерỹ çинчен" картинăсен куравĕ ĕçлет. Асăннă шкулта кадет класĕ пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна 9-мĕш класра пĕлỹ пухакан кадетсем тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссене хутшăнса район тата республика чысне тивĕçлĕ шайра хỹтĕлеççĕ. Районта çулсерен иртекен Çĕнтерỹ парадне те вĕсем активлă хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.
- Сумлă уяв çитиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç терĕмĕр. Çак хушăра тата майăн 9-мĕшĕнче шкул ачисем хутшăннипе мĕнле ĕçсем тума палăртнă?
- Ĕнер кăна районти шкулсенче "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" патриотизмла акци вĕçленчĕ. Уява хатĕрленнĕ май пур çĕрлĕ вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксемпе паллă вырăнсене тирпей-илем кĕртес ĕç пырать. Пирĕн шкулсем те çак ĕçрен юлмаççĕ. Ман шутпа, палăксене йĕркене кĕртес ĕçе хутшăнакан, вĕсем умне чечексем лартакан ачасем астăвăм, чыс мĕнне питĕ лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем нихăçан та çакăн пек вырăнсене киревсĕр-лентерес ĕçе хутшăнмĕç (шел те, хăш-пĕр чух кун пеккине те курма пулать). Çавăн пекех шкул ачисем йывăçсемпе тĕмсем лартас енĕпе иртекен "Çĕнтерỹ сиренĕ", "Çĕнтерỹ вăрманĕ" акцисене те хаваспах хутшăнасса шанатăп. Районти Ачасен пултарулăх çуртне çỹрекен ачасем "Çĕнтерỹ пирĕ" акцие хутшăнаççĕ. Кашни енĕ 30 сантиметрпа танлашакан пир çине Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă салтак ятне, вăл хăçан çуралнине тата пурăннине тĕрлесе çыраççĕ. Çав татăксене пĕрлештерсе вара пысăк пир хатĕр-леççĕ, ăна майăн 9-мĕшĕнче иртекен парадра йăтса тухĕç. "Вилĕмсĕр полк" акцие те хутшăнаççĕ шкул ачисем, ăна валли вăрçа хутшăннă тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех майăн 8-мĕшĕнче пур ял тăрăхĕнче те палăксем патне чечек кăшăлĕсем хурассипе уяв мероприятийĕсем иртĕç, вĕсене шкулта вĕренекенсем те хутшăнĕç. Çав кунах каçхине район центрĕнче "Астăвăм çурти" акци иртет. Майăн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕнче иртекен парада та шкул ачисем пысăк яваплăхпа хатĕрленеççĕ. Мероприятисем нумай, вĕсене хутшăнни ачасен чунĕнче тарăн йĕр хăварасса шанатăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче юн тăкнă салтаксен паттăрлăхне, тылра ырми-канми вăй хунисен ĕçченлĕхне çитĕнекен ăру асра тыттăр, пĕлтĕр, вĕсемпе мухтантăр, вĕсенчен тĕслĕх илтĕр. Çавăн чухне тин текех вăрçă пулмасса, эпир ырă та тăнăç пурнăçпа пурăнасса шанма пулĕ.
- Çапла пултăр. Татьяна Николаевна, тавтапуç калаçушăн.
Алина КАРПОВА калаçнă.