АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакне пула кил хуçалăх çухату тỹсет

24 апреля 2015 г.

Сĕт хакĕ чакса пыни ял çыннине хумхантармасан кама хумхантартăр-ха? Сĕт сутса ял çынни нумай саплăка саплаштарать, чылай çемьешĕн вăл - тупăш паракан пĕртен-пĕр çăлкуç. Анчах сĕт хакĕпе çыхăннă лару-тăру тем чуль калаçсан та, çырсан та çаплипех уçăмлă мар-ха.

Акă, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ Иван Никифоров ял çыннине пырса тивекен çивĕч ыйтăва татса парас тесе темиçе çул ĕнте "кĕрешет". Иртнĕ çул вăл хăйсен округĕнчи суйлавçăсем ыйтнипе район пуçлăхĕсем патне, ЧР ялхуçалăх министерствине сĕт пуçтаракансене хак хăпарт-машкăн витĕм кỹрес тĕллевпе çырупа тухнă.

Иван Никифорович сĕт хакĕ пĕлтĕрхи шайран кашни уйăхра литр пуçне 2-4 тенкĕ чакни, ĕне тытакансен çухатăвĕ пысăкланса пыни пирки пăшăрханать, 2013 тата 2014 çулсенчи (июль, август, сентябрь уйăхĕсенче) сĕт хакĕ мĕнле улшăннине сăнаса пырать.

"ЧР Ялхуçалăх министерствипе республикăн Сĕт союзĕ 2011 çулхи март уйăхĕнче сĕтĕн ваккăн сутмалли хакне çапла палăртрĕç: 50:38:12. Çак цифрăсем мĕне пĕлтереççĕ-ха? Сĕт сутса тунă тупăшăн 50 проценчĕ - продукци туса илекене, 38 проценчĕ - ăна тирпейлекене, 12 проценчĕ юр-вартан хатĕрленĕ çимĕç сутакан кĕсйине кĕмелле. Çак формулăпа цивилизациллĕ çĕршывсенче тахçанах усă кураççĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕн-че çакă мĕнле ĕçлесе кайрĕ-ха? Тỹрех каламалла: нимле те. Мĕншĕн хак чакса пырать? Яланах пĕр хурав: "Сĕт хакĕ пахалăхран килет, вăл мĕнле - хак çавнашкал", - теççĕ. Эпĕ сĕт пухакансем кавар тунипе мар, сĕт пахалăхĕ начарланнăран хак ỹкет тенипе килĕшместĕп. Апла пулсан пахалăха мĕшĕн темиçе кунта пĕрре кăна тĕрĕслеççĕ?" - тет депутат. Халăхшăн чĕрипех çунать Иван Никифорович. Анчах тĕрĕслĕх патне тухма, чăнлăха тупма чăнах та çăмăл мар.

Лару-тăру сĕт сутакансемпе пухакансем хушшинче килĕшỹ туса ĕçлеме пуçласан тин йĕркеленсе каясса шанма пулать пуль. Ун чух, тен, хаксем ун пек вылямĕç, яваплăх тени вăйра пулĕ. Хальлĕхе вара тавар йышăнса тирпейлекенсем тата сутуçăсем хăйсене мĕнле хак килĕшет çапла йĕркелеççĕ пулас.

Сĕт пахалăхĕ пирки вара уйрăм калаçу. Мĕншĕн тесен пахалăхран хак килет теççĕ-çке. Ĕнесем çăва тухсан сĕт пахалăхĕ татах чакать иккен. Мĕншĕн чакать? Ку ыйту çине çитес номерсенче районти тĕп зоотехник хуравласса кĕтетпĕр.

А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика