24 апреля 2015 г.
2017 çул тĕлне халăхăн пур ушкăнне те ГТО нормисене партарма йышăннă. Ăна 70 çултан аслăраххисен те тытмалла пулать. Николай Валуев депутатăн калаçăвĕ тăрăх ГТО нормисене тытнăшăн тата палăртнинчен ирттернĕшĕн хавхалантарма планлаççĕ.
Тĕслĕхрен, ГТО нормисене аван тытнă выпускниксене экзаменсенче темиçе балл хушса пама сĕнеççĕ. ВУЗ-а вĕренме кĕме хушма балсем çамрăксемшĕн ытлашши пулмĕç.
Шкулта вĕренекенсем кăçалтан ГТО нормисене пама пуçлĕç ĕнтĕ. Тепĕр çулталăкран пĕтĕм çĕршыв ГТО комлексĕ çине куçĕ. Хальлĕ-хе Раççейри 12 регион кăна асăннă проекта пурнăçа кĕртме ирĕк илнĕ. Раççей Спорт министерстви йĕркеленĕ ГТО комплексĕн тытăмĕ 11 йывăр шайран тăрать. Малтанхи пилĕк-кĕшĕ - шкул ачисене вал-ли, улттăмĕшĕ - 18-29 çулхи çамрăксене валли, кашни хыççăнхи шай - 30-39, 40-49, 50-59, 60-69 çулхисене, 70 çултан аслăраххисене валли.