24 апреля 2015 г.
Пĕр-пĕр чире сипличчен унран асăрханма çăмăлрах текен чăнлăх пуриншĕн те паллă. Сăмахран, ĕнесен чĕрнисене вăхăтра тасатса, касса тăмасан хĕллехи вăхăтра урисем ыратнипе аптăраççĕ.
Калас пулать, мăйракаллă шултра выльăхăн чĕрни уйăхра 6-8 миллиметр çитĕнет. Çаран çинче çỹренĕ вăхăтра вăл çийĕнсе пĕтет, чĕрне форми пăсăлмасть. Хĕлле вара, ĕне сахал çỹренĕ вăхăтра, чĕрне ỹссе, унăн форми пăсăлса каять. Тепĕр чухне ăна йĕркене кĕртме те йывăр. Вăхăт иртнĕçем ỹссе кайнă чĕрне çурăлса, хуçăлса пĕтет, чĕрре кĕрет. Ун пек чухне ура шыçать, пỹрленет, ĕне уксахлама пуçлать. Унсăр пуçне апат япăх çиет, ытларах выртма тытăнать. Сĕт парасси те чакать е вуççех сĕт антарма пăрахать. Çавăнпа сахалтан та çулталăкра икĕ хутчен ĕнен чĕрнисене тасатмалла, ỹснĕ чĕрнине касмалла.
Е.ДОЛГОВА, ертсе пыракан ветеринари врачĕ.