24 апреля 2015 г.
Апрелĕн 20-мĕшĕнче Сорăм ялĕнче пурăнакан 74 çулхи арçын вăрмана хурăн ăвви (чага) пуçтарма кайнă. Каç пуласпа ватă çын килне таврăнманнине курса кỹршисем пăлханса ỹкнĕ, çакăн çинчен полицине шăнкăравласа пĕлтернĕ.
Тĕттĕмленсе лариччен районти полици сотрудникĕсем çухалса кайнă çынна шыранă, анчах тупайман. Унтан вĕсем унăн хулара пурăнакан тăванĕсене пĕлтернĕ. Апрелĕн 21-мĕшĕнче, ирхи сакăр сехетре, ялтан виçĕ километрта ватăна ывăлĕ тупнă. Арçын çĕрĕпех вăрман тăрăх çул шыраса çỹренĕ иккен. Хăйĕн çинче пĕр типĕ вырăн та юлман.
А.ДМИТРИЕВА хатĕрленĕ.