24 апреля 2015 г.
Кăçал миграцин çĕнĕ саккунĕпе ют çĕршыв гражданĕсем кăна мар тĕл пулчĕç. Çĕнĕлĕхсем Раççей территорийĕнчи ĕçпе тивĕçтерекенсене те, ĕçе ют çĕршыв гражданĕсене йышăнакансене те пырса тиврĕç.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ĕçпе тивĕçтерекен ют çĕршыв гражданинне ĕçе илсен кăна территорири миграци службине виçĕ кун хушшинче пĕлтернĕ. Кăçалтан вара ют çĕршыв гражданинне ĕçе илекенĕн унпа ĕç килĕшĕвĕ тунине те, ăна татнине те территорири миграци органне виçĕ кун хушшинче пĕлтерме тивĕç. Çакна ĕçлекен Евразири экономика союзне кĕрекен çĕршывран килнĕ пулсан та, вăхăтлăх пурăнма ирĕк пулмасан та тумалла.
Чăваш Республикинчи ĕçпе тивĕçтерекенсем асăннă процедурăна çак электрон почта адресĕпе пурнăçлама пултараççĕ: fms-21@mail.ru.
Асăннă йĕркене пăхăнмасан (РФ КоАП-ĕн 18.15 статйин 3-мĕш пайĕ) административлă явап тыттараççĕ: граждансене 2-5 пин тенкĕ штраф кĕтет, должноçри çынсене - 35-50 пин тенкĕ, организацисемпе предприятисен ертỹçисене - 400-800 пин тенкĕ е ĕçрен 14-90 кун таран хăтарма пултараççĕ.
Е.ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ.