24 апреля 2015 г.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 961 çын хутшăннă, вĕсенчен 490-шĕ çеç каялла таврăннă. Паянхи кун сывă пурăнакансем 3 ветеран кăна: И.Н.Фролов, А.Е.Афондеркин тата Г.И.Пакрушов. Виççĕшĕ те - ялти хисеплĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсем.
Геннадий Иванович Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнче 1926 çулхи январь уйăхĕнче кун çути курнă. Вĕсен çемйинче виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ. Ашшĕ вара вăрçă пуçлансанах çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Пĕтĕм йывăрлăх мăшăрĕпе ачисем çине тиеннĕ.
Çамрăк чух Геннадий ялти çичĕ çул вĕренмелли, унтан Штанашри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Фронта ытти çамрăксемпе 1943-мĕш çулта тухса кайнă. Карели фронтĕн-че пулса хаяр çапăçусене хутшăннă. Минер пулса 18-мĕш стрелоксен дивизийĕнче паттăрлăх кăтартнă. 1944 çулхи июль уйăхĕнче пĕр çапăçура аманнă. Сывалнă хыççăн Геннадий Ивановича Иккĕмĕш Белорусси фронтне куçарнă. 1945 çулта вăл паттăрлăх кăтартнăшăн Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденне, "Хăюлăхшăн" медале ти-вĕçнĕ. 1946 çулхи ноябрь уйăхĕнче бендеровецсемпе пынă çапăçура 41-мĕш танк полкĕн разведчикне, Геннадий Ивановича, пĕр яваплă ĕç хушнă. Ăна пурнăçланă чух вăл питĕ йывăр аманнă, 6 уйăх хушши госпитальте сипленнĕ. Ун хыççăн 3-мĕш ушкăн инваличĕ пулса юлнăскер çĕнтерỹпе киле таврăннă.
1950 çулта çамрăк фронтовик Канаш хулинчи фельдшерсен шкулне вĕренсе тухнă. Кунпах лăпланса лармасть вăл, Канашри учительсен институтне çул тытать. Унта вĕренсе вырăс чĕлхипе литература учителĕн профессине алла илет. Малтанах Елчĕк районĕнчи, хамăр районти Хватукассинчи, Тури Çĕрпỹкассинчи шкулсенче вăй хурать. Унтан тăван яла таврăнать те 31 çул пĕр улшăнмасăр шкул директорĕн çумĕнче ĕçлет тата ачасене вырăс чĕлхи-пе литературине вĕрентет. Геннадий Иванович пĕрмай малалла ăнтăлнă, 1960 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен ку-çăмсăр майпа пĕлĕвне ỹстернĕ.
Хисеплĕ çыннăмăра тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн чылай награда парса хавхалантарнă. Сăмахран, 1975 çулта учитель "Халă-ха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăна, 1979 çулта "ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрен-текенĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Çавăн пекех унăн вăрçă участникĕ пулнă май ытти наградăсем, орденсемпе медальсем чылай.
89 çулхи вăрçă ветеранĕ хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать. Хулана каясшăн мар вăл. "Ял-йышран уйрăм пурăнас килмест", - тет.
Мăшăрĕ, Антонина Ивановна, пĕрле çук ĕнтĕ. Вăл та хăй вăхăтĕнче Улатăрти фельдшерсен шкулне пĕтернĕ пулнă. Кив Атикасси тата Пĕрремĕш Хурашаш ялĕсенче ĕçлесе пурăннă, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Ăна та ял тăрăхĕнче пурте хисеплетчĕç. Мăшăр икĕ хĕрача çуратса ỹстерчĕ. Халĕ пĕри Санкт-Петербургра, тепри Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Ашшĕ патне килсех çỹреççĕ.
П.ВОЛКОВ, Тихăнушкăнь ялĕ.