24 апреля 2015 г.
Аслă Çĕнтерĕве халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕ, "Хыпар" хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Чăваш наци конгресĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2015" акци ирттереççĕ. Вăл чăвашсем пурăнакан пур хулапа ялта паян иртет. Диктант çырнă чухне Леонид Маяксем паллă çыравçă тексчĕпе усă кураççĕ.
Çак акцин тĕп тĕллевĕ - чĕремĕрсене çỹçентерекен вăрçă тематикисĕр пуçне пурнăç тỹпинчен чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут асаилтересси, çак илемлĕ те арпашуллă тĕнчен кисревĕнче тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси.
Задачисем:
- чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕс-лесси;
- чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй йăнăшсăр çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси.
Сăмах май, акцие хĕрлĕчутайсем те кашни çулах хутшăнаççĕ. Вĕсем хушшинче Пĕтĕм чăваш диктантне "пиллĕк" паллăлăх çырнисем те пур. Кăтартусем кăçал та лайăх пуласса шанатпăр.