АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Нарспие" çĕнĕлле вĕрентет

24 апреля 2015 г.

Нумаях пулмасть районта "Çулталăк учителĕ" конкурс иртрĕ. Республика шайĕнчи конкурсăн районти тапхăрĕнче пилĕк вĕрентекен хушшинче Питĕркасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Жукова палăрма пултарчĕ.

Вĕрентекенсен ăмăртăвĕн пĕр тапхăрĕнче, "Мастер-класс" тенинче, мана та пулса курма тỹр килчĕ. Паллах, педагогсем конкурса тăрăшса хатĕрленни сисĕнчĕ. Çапах та манăн паян Людмила Жукова ирттернĕ мастер-класс пирки каласа парас килет.

"Паянхи шкул вĕрентĕвĕнче чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ ăслайсемпе тухăçлă усă курасси" темăна уçса панă май Людмила Валентиновна хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. "Ăслай" тени вырăсла куçарсан "технологи" пулнине те каласа хăварчĕ.

Сăмах Константин Ивановăн "Нарспи" поэмине ачасене вĕрентнĕ чух усă курмалли çĕнĕ технологисем пирки пычĕ. "Нарспие" вуланă май "кластер", "синквейн" сăмахсемпе усă курса ĕçлеме май пулни асра юлчĕ. "Нарспи сăвви" 20 йĕркерен тăнине те асаилтерчĕ вĕрентекен.

Константин Ивановăн пултарулăхĕпе паллашнă май Людмила Валентиновна вĕрентекен ачасем проект хатĕрлеççĕ иккен: видеоклип, буклет, сюжетлă ỹкерчĕк, тест, кроссворд тăваççĕ, хайлаври илемлĕх мелĕсене тишкереççĕ... Паллах, кун пек тĕрлĕ енлĕ тишкернĕ хыççăн "Нарспи" поэма ачасен асĕнче юлатех.

Хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçлакан, тăван чĕлхепе тăван сăмах пин-пин ахах евĕр пулччăр тесе тăрăшакан вĕрентекенсем пулсан чăваш чĕлхи пĕтместех.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика