24 апреля 2015 г.
Апрелĕн 20-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул чăваш чунлă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене "Янра, чăваш сăвви-юрри" фестиваль-конкурса иккĕмĕш хут пуçтарчĕ. Сăмах илемлĕхне, пуянлăхне, чăваш юрри-кĕввине аталантарас тĕллевпе Константин Васильевич Иванов Çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ ăна.
Программăна Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекенсем уçнă. Вĕсем чăваш халăх поэчĕ К.В.Иванов пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарнă, чăваш поэзийĕн ашшĕ ячĕпе чăваш чĕлхине ăса та, ăша та хывма чĕнсе каланă.
Ĕç виçĕ секцире - "Янăратăр, вилĕмсĕр "Нарспи", "Янăра, халăх юрри", "Вăрçăпа паттăрлăх прози" - иртнĕ. Ăмсанмалла хитре эрешлĕ чăваш тумĕ тăхăннă 70 шкул ачи куракансене тата жюри членĕсене чуна уçакан сăвă-юрăпа савăнтарнă.
Пĕтĕмлетỹ çапларах: пĕрремĕш секцире малти вырăна Анна Максимова (10 Б класс) тухнă, Теодор Матвеев (7 А) - виççĕмĕш. Халăх юррине шăрантарса Татьяна Мурайкина (9 А) палăрнă, "Чи лайăх юрлакан" ята тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна Мария Аливанкинапа (4 А) Светлана Пахинова (7 А) пайланă, Лиана Аргандейкина (9 А) - виççĕмĕш. Вăрçă прозин конкурсĕнче Диана Матвеева (5 А) пĕрремĕш пулнă, Стас Михопаркин (9 К) - иккĕмĕш, Диана Трофимова (3 Б) - виççĕмĕш.
Ăмăртăва хутшăннă пултаруллă ачасене Вера Иванова, Марина Васильева, Валентина Грачева, Нина Вазина, Вероника Архипова, Галина Гусельщикова тата Татьяна Ярабаева вĕрентекенсем хатĕрленĕ.