АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмах çырма хăнăхрĕç

24 апреля 2015 г.

Район библиотекин ача-пăча уйрăмĕн-че иккĕн тăрăшаççĕ: Алина Михеева - 2008 çултанпа, Валентина Падюкова 1981 çултанпа ачасене кĕнеке юратма пулă-шаççĕ. Библиотекăра Литература тата Константин Иванов çулталăкне, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Унтах хаçат-журнал тата ачасен юратнă кĕнекисем вырнаçнă.

Чăваш чĕлхи эрни пуçланнă ятпа "Хĕвел" ача сачĕн аслă ушкăнне çỹрекенсем Людмила Утриванова тата Зоя Беспалова ертсе пынипе вулавăша çул тытнă. Пĕчĕккисем хаваспах ача-пăча кĕнекисемпе паллашнă.

Пĕчĕккисем валли юмахсем хайлама кăмăллакан Галина Зотова ачасене хаваспах хăйĕн темиçе юмахĕпе паллаштарнă. Ачасене уйрăмах "Çынран ан кул" тата "Айван кушак çури" юмахсем килĕшнĕ. Галина Вячеславовна вулавăша килнĕ ачасене "Асатте" ятлă юмах çырма, ăна Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халаллама сĕннĕ. Юмаха мĕнле пуçламаллине те вĕрентнĕ.

А.СЕМЕНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика