30 апреля 2015 г.
Хакаси Республикинче пулнă пушарсем пире те, ял çыннисене, тимлĕрех пулма ыйтаççĕ. Çу кунĕсем çитнĕ май суб-ботниксем ирттерме тытăнатпăр, пурте хăйсен пахчисене, кил умĕсене тасатасшăн. Апла пулсан пушартан асăрханасси пирки кашни çын тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тума тивĕç. Хакасинчи пысăк инкек çын айăпĕпе пулни паллă. Çынсем иртнĕ çулхи типĕ курăка çунтарма пуçланă. Вăйлă çил тухнă. Çапла пĕтĕм республикăна çулăм ярса илнĕ. 26 çын вилнĕ. 400-шĕ сиенленнĕ. 1500 кил, шкулсем, больницăсем, тĕрлĕ техника, выльăх-чĕрлĕх çунса кайнă. 5 пин çын çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă. Питĕ пысăк çухату. Çынсен пурнăçне тавăрма çук. Типĕ курăка çунтарнă чухне çав тери тимлĕ пулмалла. Çуртсенчен 50 метрта, вăрмансенчен 100 метрта чухне çеç çак ĕçсене тума юрать. Ăнсăртран çулăм сарăласран алă айĕнче витрепе шыв е пушар сỹнтермелли ытти хатĕр пулмалла. Чи кирли - çанталăк çилсĕр, лăпкă пулмалла! Пушар хăрушсăрлăхне пă-хăнман иртнĕ çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнчи пулăма асаилер-ха: Ачкасси ялĕнче пурăнакан пĕр арçын пахчари типĕ курăка çунтарма тытăннă. Хĕлхем кĕтмен çĕртен кỹршĕн мунчи çине сиксе ỹкнĕ те 5-6 минутрах унран нимĕн те юлман. Суд арçынна кỹршĕн пĕтĕм тăкакне парса татмалла тунă. Пĕлтĕрхи кăтартупа республикăра пирĕн район пушарсем ытларах тухнипе чи малти вырăнсенче пулчĕ. Пĕтĕмпе иртнĕ çул районта типĕ курăка 8 хутчен чĕртсе янă, 2 гектар çинче çуннă. Апла пулсан, хамăр йăнăш çинче мар, ют çын йăнăшĕ çинче вĕренер. Тепĕр хут асăрхаттарса калатăп, кашни çыннăн тимлĕ пулмалла. Ялта пурăнатпăр, пĕрне-пĕри пĕлетпĕр. Çавăнпа кỹршĕне калама вăтанмалла мар. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ.
Алина Оринова.
Источник: "Пирěн пурнăç"