30 апреля 2015 г.
Хĕрлĕ Чутайри 33-мĕш пушар хурал чаçĕн паянхи коллективĕ 19 çынран тăрать. Ăна 2012 çулхи июль уйăхĕнчен тытăнса Александр Наумов ертсе пырать. Пĕтĕмпе пушар хурал чаçĕн тăватă пушар машини шутланать. Кунсăр пуçне асăрхав ĕç-хĕлĕн пайĕнче иккĕн тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Атнарта, Тралькассинче, Кив Атикассинче муниципаллă пушар хуралĕсем, Хусанушкăнче пушар команди ĕçлет. Районĕпе доброволецсен пушар хуралĕн ушкăнĕнче 172 çын шутланать. Каламасăрах паллă, вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешесси - çăмăл ĕç мар. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, хастарлăх, чун çирĕп-лĕхĕ кирлĕ çак пархатарлă ĕçре. Пушар хурал ĕçченĕсем халăхшăн тăрăшаççĕ, çĕр-çĕр çын пурнăçне, пурлăхне хỹтĕ-лессишĕн куллен тимлеççĕ. Чылайăшĕ çак ĕçре паха опыт пухнă. Водительсем пушар машинисене яланах юсавлă тытаççĕ, унсăрăн ниепле те май çук. Ку ĕçре кашни çеккунт хаклă-çке. Тепĕр чухне харăсах темиçе çĕрте "хĕрлĕ автан" алхаснă тĕслĕх пулкалать. Пушар машинисемпе талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче, çанталăкăн хуть те хăш условийĕсенче çула тухма хатĕр пулмалла. Çавăнпа техникăна пысăк тимлĕх кирлĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ те водительсем. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем вут-çулăмпа кĕрешнипе пĕрлех халăха пушар хăрушсăрлăх правилисене ăн-лантарассипе тим-леççĕ, ял тăрăхĕ-сене çитсе унта пурăнакансемпе курнăçаççĕ, шкул ачисемпе тĕл пулса вут-кăварпа шỹт-леме юраманни пирки асăрхаттараççĕ... Акă, пушар хурал чаçĕн начальникĕ А.И.Наумов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал "Кил-çурт-2015" операци вăхăтĕнче 1172 кил хуçалăхне çитсе курнă, апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе 2331 çынна инструктаж панă. Çавăн пекех вут-çулăмпа кĕрешекенсем тăтăшах тĕрлĕ вĕренỹ-сем йĕркелеççĕ. Акă, январь-апрель уйăхĕ-сенче район судĕнче, тĕп больницăра, автостанцинче, Хĕрлĕ Чутайри тата Мăн Этменти вăтам шкулсенче, районти Клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕнче, "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсенче вĕренỹсем ирттернĕ.
Н.МИДАКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"