30 апреля 2015 г.
"Пирĕн республика. Тĕп тема" ятлă кăларăма Чăваш телевиденийĕпе куртăм. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсем тăрăх инспекци тĕрĕслевĕпе çỹрени тата спорт аталанăвĕн малашлăхĕ çинчен каласа кăтартать. Спорт валли миллиардсем уйăрни лайăх кăтартусем парать Чăннипех Шупашкар çине-çинех пысăк спорт ăмăртăвĕсен вырăнĕ пулса тăчĕ. Вăл Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада тата Сочири хĕллехи Олимп вăййисен эстафетисене йышăнчĕ. Иртнĕ çулхи октябрьте Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăннипе физкультурăпа спорта аталантарассин Канаш ларăвне ирттерме ирĕк çĕнсе илчĕ. Куншăн эпĕ савăнатăп, мăнаçланатăп. Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕпе иртнĕ çултанпа республикăра та, районта та уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунĕ-сем иртеççĕ. Çав кун спорт объекчĕсене тỹлевсĕр кĕме май пулни те ял халăхне самаях пулăшу парать, уйрăмах çамрăксен спортпа туслашма майсем пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тăрăшăвĕ тата спорт çине тăкакланă укçа-тенкĕ лайăх кăтартусем параççĕ. Медиксен даннăйĕсем тăрăх, юлашки пилĕк çулта çул çитмен çамрăксем чирлесси чакнă. Чĕлĕм туртакансен, эрех-сăра ĕçекенсен шучĕ пĕчĕкленнĕ. Кун пекки Шупашкарта çеç Кăларăмра Республика Пуçлăхĕ велоспорт-маунтинбайк енĕпе олимпиецсене хатĕрлекен регионти центрĕн строительствипе паллашни те кăмăла кайрĕ. Комплекс Шупашкар 500 çул тултарнă ячĕллĕ паркра çĕкленет. Мускав проспектĕнчен ун контурĕ аван курăнать ĕнтĕ. Кунта 100х50 метрлă велодром, вырăн-вырăнпа 20 метр çỹллĕшлĕ çавра трасса, çавăн пекех нумай функциллĕ спорт залĕ, икĕ бассейн, медицинăпа сипленỹ центрĕ, ташăпа хореографи тата тренажер залĕсем, 48 вырăнлăх хăна çурчĕ пулĕç. Республика Пуçлăхĕ маунтинбайк центрĕ çав тери хăйне евĕрлĕ пулнине, кунашкалли Раççейре урăх çуккине палăртрĕ. Кунта çĕршывăн пĕрлештернĕ командин членĕсем, ют çĕршыв велосипедисчĕсем тренировкăсем ирттерĕç. Пирĕн Ирина Калентьеван вара, чăн та, Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕн, "ылтăн" илме мĕнпур шанăç пулĕ. Европăн команда чемпионачĕ те пирĕн патра Раççей кăçал çăмăл атлетикăн чи сумлă турнирĕсенчен пĕрне - Европăн команда чемпионатне - ирттерме ирĕк çĕнсе илчĕ. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче вăл Шупашкарта иртĕ. Пĕтĕмĕшле, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Васильевичăн ĕçĕ курăмлă. Пирĕн "Хастар" ФСК-на савнăçлă самантра уçма та хутшăнчĕ, халăхпа пĕрле пулчĕ.
Владимир Герасимов, "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"