АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхĕ йывăр çулсене лекнĕ

30 апреля 2015 г.

Нумаях пулмасть вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ветерансене юбилей медалĕ-пе наградăларĕç. Штанашра пурăнакан 83 çула кайнă учитель-пенсионерăн Леонид Емельянович Егоровăн кăкăрне те çак медале çакса ячĕç. Эпĕ Леонид Емельяновичран вăрçă çулĕ-сем пирки çамрăксене каласа пама ыйтрăм. Леонид Емельянович вăтам пурăнакан хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ, Емельян Егорович, Каспи тинĕсĕн морякĕ, службăра тăхăр çул тăнă, граждан вăрçине те хутшăннă. Амăшĕ, Наталия Павловна, 11 ача çуратнă, вĕсенчен тăваттăшĕ кăна ырă-сывă çитĕннĕ, ыттисем çамрăклах çĕре кĕнĕ. Леонид Емельяновичăн ачалăхĕ вăрçă çулĕ-сенче иртнĕ. Вăрçă пуçланнă çул вăл тăхăр çулхи ача пулнă, 2-мĕш класра вĕреннĕ. Ачасемпе урамра лап-талла выляттăмăр. Пĕрремĕш бригада бригадирĕ Елен аки: "Вăрçă пуçланнă!" - тесе кăшкăрса ял урамĕпе анаталла чупса кайрĕ. Вăйă саланчĕ. Пирĕн пỹрт ял хĕрринче ларатчĕ (халĕ те Леонид Емельянович хăйсен кил вырăнĕнчех пурăнать). Уй хĕрринче пурăннă май кашни кун тенĕпе пĕрех салтака ăсатма пухăннă çынсене курма тиветчĕ. Ун чухне çара каякана яланах ял пуçне çити ăсатса ярас йăла пулнă. Яла кĕмелли хапхана уçса пани те пулнă. Ял пуçĕн-че пурте пĕрле пухăнса юрласа-ташласа тăванĕсемпе уйрăлатчĕç, салтака каякансене лавпа ăсататчĕç. Шкулти учительсене те вăрçа илсе кайма пуçларĕç. Учитель повестка илсен шкул ачисене класран стройпа илсе тухатчĕç те шкул умне линейкăна тăрататчĕç. Хĕрỹллĕ сăмахсем каласа учительсемпе сывпуллашатчĕç. Пирĕн шкул директорĕ пулнă Василий Келлер та шкул ачисемпе сывпуллашма шкула килчĕ. Линейка хыççăн шкул ачисем стройпа утса ăна ялтан тухичченех ăсатса ячĕç, вăл лашапа ларса кайрĕ, эпĕ киле кĕрсе юлтăм. Пирĕн шкул учителĕсем: Василий Васильевич Быков, Павел Михайлович Герасимов, Максим Прокопьевич Мухаров, Гаврил Владимирович Сидоров, Василий Матвеевич Келлер вăрçăра пуçне хунă. Вăрçăра аманнă салтаксем вăхăтлăха тăван яла таврăнсан яланах шкула кĕрсе тухатчĕç, хăйсем еплерех çапăçни çинчен каласа кăтартатчĕç. Учительсем час-часах улшăнатчĕç. Степанов пире, пуçламăш класри вĕренекенсене, виçĕ кун çеç вĕрентме ĕлкĕрчĕ, çара ăсатрăмăр. Кĕçех ялта арçынсем сахалланнăçемĕн сахаллана пуçларĕç, пире пĕчĕкскерсенех аслисемпе танах ĕçлеттерме тытăнчĕç. Вăрçă пуçланнă хыççăн икĕ çул иртсен выçлăх тата чир-чĕр алхасма пуçларĕ. Ытларах ачасем вилетчĕç. Шкул кăмакисене хутма аслă класра вĕренекенсем, шкулти тирпейлỹçĕсем тата учительсем вăрман ĕçлетчĕç. Аслă класра вĕренекенсем вăкăрсемпе ăна вăрмантан турттаратчĕç. Классенче сивĕччĕ, кăмакана кирпĕч хураттăмăр, çав ăшă кирпĕче çума тытса ăшăнни те асра. Тетрадьсем пулман, вăрçă умĕнхи кĕнекесем çине çыраттăмăр, сивĕре чернил шăнса ларатчĕ. Мĕн кăна çимен пулĕ ун чухне ял халăхĕ! Хĕлле йĕлтĕр çине тăрса вăрмана васкаттăмăр, Пакан текен вырăна шĕшкĕ кăчки пухма каяттăмăр. Сумкăсене тултарат-пăр та хĕвел аниччен киле васкатпăр. Ăна кисĕппе тỹсе çăнăх тăваççĕ, çĕрулмипе хутăштарса пашалу пĕçереççĕ. Çăка татнă чухне чус кĕрпине пуçтаратăн, ăна татах та тепĕр хут аларманьпе авăртаççĕ, çăнăх пулать, çавна кăштах темтепĕр хушса çăкăр пĕçереççĕ. Чăмлама та кансĕр, хыççăн тата тула каяймасăр аптратăн". Леонид Емельяновичăн икĕ пиччĕшĕ те вăрçа хутшăннă, асли сывлăхĕ хавшакраххипе вăрçа кайман, ашшĕ колхозра конюхра ĕçленĕ. - Виле пуçланă лашасене пусатчĕç, ашне уйра ĕçлекенсене яшка пĕçерсе çитернĕ çĕре яратчĕç, шăммисене халăха валеçсе паратчĕç, шăмă кăшласа ларни те асра. Колхозра аслисемпе юнашар тăрса ĕçлеттĕмĕр, пире ытларах çум çумлаттаратчĕç, çум çав тери нумай тухатчĕ уйра, ир пуçласа каçченех пĕр çăпала çăнăх яшки çиессишĕн ачасем çум çумлама хутшăнатчĕç. Анни ятлă повар икĕ мăн хуранпа çăнăх яшки пĕçерсе хатĕрлетчĕ, эпир савăнсах çум çумлатпăр. Колхозра 11 арманччĕ, пĕрне вăрçă вăхăтĕнче 100 пăт ырашла Хурашаш колхозне сутрĕç, халĕ те çав арман çул хĕрринче ларать, чалăшрĕ, кайсах ỹкмен-ха. Павел пичче пĕр хутчен, Виктор пичче икĕ хутчен вăрçă вăхăтĕнче киле килсе кайрĕç, аманнă хыççăн вăхăтлăха киле янă. Павел пичче сахăрпа хăналарĕ, унччен сахăр мĕнне эпĕ пачах та пĕлмен. Кирук пичче колхозри вăкăрсене пăхатчĕ, вăл пуçламăш класс кăна вĕренчĕ, асли пулнă май вĕренме майĕ те пулман, хăй те чирлĕрехчĕ. Çапах вăл та вăрмантан тухман, уйра сухаланă, акнă, вăрман ĕçленĕ. Вăрçă пĕтнĕ çул 5-мĕш класра пулнă. Эпир уя ĕçлеме тухнăччĕ, кăнтăрлахи апат çиме хуран патне пуçтарăннăччĕ. Вăрçă пĕтнине çавăнта пĕлтерчĕç. Пĕрисем савăнаççĕ, теприсем макăраççĕ. Учительсем шкула таврăнма пуçларĕç. Пурнăç лайăхлансах пычĕ", - сỹтрĕ асаилỹ çăмхине Леонид Егоров. Леонид Емельяновичăн икĕ пиччĕшĕ те вăрçăран киле таврăнаççĕ. Викторпа Павел Егоровсем - халăхра асăннă çынсем, чылай наградăна тивĕçнĕ. Çулла 93 çул тултаракан Павел Емельянович полковник, врач Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕр-ленет. Виктор Емельянович çамрăксене патриотизмла воспитани парассипе чылай тăрăшнă, пирĕн тăрăхра 20-е яхăн çамрăк çар çулне суйласа илнĕ, халĕ те службăра тăракансем пур. Вăл вырăнта музей уçрĕ. Шел, унăн ĕçне малалла тăсакансем пулмарĕç, виçĕ залран тăракан музей арканчĕ. Виктор Егоров майорăн ятне хăй вăхăтĕнче Республикăри Хисеп хăми çине çырса хунă. Вăл 2001 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Леонид Емельянович 1950 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри учительсем хатĕрлекен институтра вĕренет, икĕ çултан учитель ятне илет, вырăс чĕлхи вĕрентме пуçлать. Унтан Шупашкарти пединститутран куçăмсăр майпа вĕренсе тухать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тỹр килнĕ ветерана: Йĕпреç районĕнчи шкулта, КППС райкомĕнче, ултă çул хушши Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнчи вăтам шкул директорĕнче, Хурашаш тата Тури Çĕрпỹ-касси шкулĕсенче, унтан Штанашри колхоз председателĕнче, кайран 1969 çултан пуçласа 1992 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухиччен, 23 çул хушши Штанашри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен организаторĕнче тăрăшать. Штанашри вăтам шкулти çамрăксем Егоровсем ертсе пынипе, шкулти физкультура вĕрентекенĕ тăрăшнипе районта ирттернĕ "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисенче темиçе хутчен те çĕнтернĕ, республикăри ăмăртусенче те палăрнă. Мăшăрĕпе, вырăс чĕлхи вĕрентнĕ Галина Павловнăпа (вăл 68 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă), виçĕ ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Аслă хĕрĕ Татьяна врач, ывăлĕ Сергей коммерци енĕпе ĕçлет, Ираида ашшĕпе ялта пурăнать. Леонид Емельянович хăйне телейлĕ çын тесе шутлать. Хĕрлĕ Чутая каймалли çул айккинче, сулахай енче, Леонид Емельянович Егоров тăрăшнипе хăпартса лартнă Хусанушкăнь шкулĕн çурчĕ çаплипех çирĕп ларать-ха.

Галина ЗОТОВА, Штанаш сали.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика